27 августа 2010 г.
«Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи уçăлнăранпа 30 çул çитрĕ пулин те, предприяти умри йывăрлăхсене парăнтарса паян пĕр тикĕссĕн аталанса пырать. Кунти ăста алăллă ĕçченсем вырăн таврашĕнчен пуçласа ĕç тумтирĕ таран çĕлеççĕ. Çĕвĕçсем туса кăларакан продукци туянакансен ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерет. Асăннă обществăна вара пултаруллă та маттур Светлана Николаевна Белоусова ертсе пырать.
30 çул хушшинче çĕвĕ фабрики пысăк ÿсĕмсем турĕ, вырăнта тавар туса кăларассипе малтисен ретĕнче пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Çавна май кăçалхи 7 уйăх кăтартăвĕсем те курăмлă. Çак вăхăт тĕлне фабрика ĕçченĕсем пурĕ 6 миллион та 612 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пурĕ 20 яхăн тĕрлĕ паха издели туса кăлараççĕ вĕсем. Вăл вара çийĕнчех сутăнать.
Республикăри «Текстиль» фирмăпа пĕрлех Мускаври «Промкомплектация» тулли мар яваплă обществăпа тата ытти суту-илÿ фирмисемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕвĕçсем «Докер», «Иней», «Штурман» ĕç костюмĕсемсĕр пуçне ачасем валли хĕллехи сезонра тăхăнмашкăн курткăпа шăлавара пĕрлештерсе çĕленĕ тумтир çĕлеççĕ. Кунне 200-220 штук çĕлесе кăлараççĕ вĕсем. Уйăхне 10-12 пин единица ĕç костюмĕ вĕсен аллисем витĕр тухать. Паха йышши изделисем кăларассипе 4 бригада ĕçлет. Тăваттăмĕш, иккĕмĕш çĕвĕ бригадисене ертсе пыракан Л.Семенова, М.Лебедева мастерсем, Л.Петрова, А.Ильина, И.Зайцева çĕвĕçсем хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса çуллахи вăхăтра аслăрах классенче вĕренекен 10 хĕр ача çĕвĕ фабрикинче тăрăшса вăй хучĕç.
«Фабрикăн малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Çитес çулсенче пурлăхпа техника базине пуянлатас тесе тăрăшатпăр. Çамрăксене хамăр рете йышăнма эпир яланах хатĕр. Хушма ĕç вырăнĕсем те йĕркелетпĕр. Пĕтĕмĕшле каласан районăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантарассипе тăрăшса вăй хуратпăр», - терĕ С.Белоусова директор.
Çĕвĕ фабрики хăйĕн паха продукцийĕпе Раççей рынокне тухма пултарни савăнтарать, малашлăх тĕллевĕсем çуратать.