27 августа 2010 г.
Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Акă халĕ уй-хир тĕш тырăран тин пушанса çитнĕччĕ, çĕр ĕçченĕ каллех кĕрхи акана тухрĕ.
«Çанталăк шăрăх тăни малтанлăха акана тухма шиклентерсе тăчĕ. Пурте пĕрле канашласа кĕрхи акана тухас тесе палăртрăмăр. Эпир ана çинче пĕр виç çаврăм çаврăнсанах çанталăкĕ хĕрхенчĕ пулас, çумăрĕ çуса пачĕ. Çакă вара пире ĕçре хавхалантарса ячĕ. Хуçалăхра кĕрхи культурăсене пурĕ 550 гектар çинче акса хăвармалла, çав шутра кĕрхи тулăна 200 гектар çинче, ыраша - 290, тритикалене 60 гектар акса хăвармалла. Ĕçĕ сахалах мар, туслă коллективпа вара пур йывăрлăха та çĕнтерме пуласса шансах тăратпăр», - тет хуçалăхри В.Тапинов тĕп агроном ĕç-хĕл пирки сăмах тапратсан.
Туслă коллективра чăннипех те ĕç кал-кал пырать. Кун пек чухне алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ темелле, хуçалăхри мĕн пур техника та ĕçре. Кадрсем çитмеççĕ темелли çук - тĕп инженер-и вăл, тĕп агроном-и е ферма заведующийĕ - руль умне лараççĕ, хуть те мĕнле ĕçе те пурнăçлама пултараççĕ, тиркесе тăмаççĕ. Акă, сăмахран, Н.Долгов тĕп инженера тырă вырнă чухне комбайнер тесе хаçат çине шăрçаларăм, халĕ вăл - акакан çĕре тырă турттаракан водитель. ГАЗ - 53 автомашинăпа вăрлăхлăх тырăна сеялка çине тÿрех ямалли агрегат вырнаçтарса лартнă та, уя васкарĕ. Унта МТЗ тракторпа икĕ сеялка кăкарса В.Петров акать, сеяльщикĕсем - В.Григорьевпа Д.Туйми. Эпĕ пынă кун çумăр çунине пула ирех акана пуçăнайман вĕсем, ана хĕрринче ĕçе тытăниччен техникине пăхса ярас тесе хыпаланаççĕ. Пĕри пĕр запас пайне пăркалать, тепри - тепĕрне, виççĕмĕшĕ тракторне унтан-кунтан пăхкалать. Вĕсен калаçăвĕнчен çумăр çунишĕн савăнни палăрать. «Вăрлăха кĕл пек типĕ çĕре варăнтармастпăр-ха, çанталăкĕ пире ăнланчĕ», - теççĕ. Вăрлăхне алласа кондицие çитерекеннисем вара Ю.Данилов, В.Тарасов, Н.Софронов, Т.Туйми, Г.Чермакова, С.Чернова, Н.Сормулатова, А.Яндутова рабочисемпе Н.Иванова йĕтем заведующийĕ пулнă. Вĕсен ĕçне Ю.Яковлева бригадир контрольлесех тăнă. Кăçалхи вăрлăха та алласа кондицие çитернĕ иккен Шăхальсем. Вăрлăхĕ вĕтĕрех пулсан та шăтаслăхĕ аваннине палăртрĕ Василий Михайлович тĕп агроном. Акма çĕрне маларахах сухаласа хатĕрлесе хунă, ку ĕçре Т-150 тракторсемпе Ю.Иваншкинпа В.Квасов трактористсем хăйсен хастарлăхне кăтартнă. Уйри улăма пресласа пуçтарса пыраканнисем вара МТЗ-82 тракторпа Г.Николаев, погрузчикпе тиекенни Владимир Ульянов, улăма пысăк кĕреплепе тураса валем туса пыраканни В.Тапинов. Пысăк рулонсене ферма çывăхне В.Иванов турттарса тăрать. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе валли кунта ытлă-çитлĕ апат хатĕрленĕ. Фуражлăх тĕш тырри те пур теççĕ Шăхальсем. 200 килограмм таякан пĕр рулон улăма 600 тенкĕпе тĕрлĕ çĕртен килсе туянаççĕ иккен вĕсенне. Фуражлăх урпан 1 килограмĕ 6 тенкĕ, тулăн - 7 тенкĕ.
Ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат пĕçерсе çитерекеннисем - С.Софроновăпа Г.Александрова поварсем. Кунта вĕсем пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ.
Акса хăварсан çитес çул тухăç пулас шанчăк пурах, çанталăкĕ кăна çĕр ĕçченĕсем майлă пултăр.
А.НИКОЛАЕВА.