АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсене тăратас ĕç малалла пырать

27 августа 2010 г.

Вăрмар районĕнче суйлав кампанийĕ вăй илсех пырать. Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенче кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсенче суйлав ирттерме хатĕр. Районĕпе пурĕ 21524 суйлавçă шутланса тăрать. Аса илтеретпĕр, кăçалхи суйлавра район депутачĕсен Пухăвĕн тата Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен депутачĕсене, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене суйлаççĕ. Августăн 23-мĕшĕ тĕлне 230 кандидата регистрациленĕ. Вĕсен шутĕнче ял пуçлăхĕсене суйланма - 27, район депутачĕсен мандатне илме - 23, ял тăрăхĕсен депутачĕсем пулма 180 çын хăйсен кандидатурине е ăна суйлава хутшăнакан парти тăратнă. (Партисен списокне «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн июлĕн 30-мĕшĕнче тухнă номерте пичетленĕ). Октябрĕн 10-мĕшĕнче иртекен суйлавра Вăрмар район администрацийĕн тата Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕсене суйламаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ контрактпа пулса пырать.

Кандидатсене тăратас ĕç августăн 30-мĕшĕчченех пырать. Регистраци докуменчĕсене Вăрмар территори суйлав комиссийĕ кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăмат кун 9-12 сехетчен йышăнать. Суйлав комиссийĕ Вăрмар район администрацийĕн çуртĕнче, 104 пÿлĕмре вырнаçнă.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-15-59.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика