27 августа 2010 г.
Иртнĕ кунсенче пирĕн района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ - Патшалăх строительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Л.Петрова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин фракци членĕ А.Разумов, ЧР Президент Администрацийĕн организаципе контроль управленийĕн начальникĕн заместителĕ В.Орлов пулнă, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсен директорĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Канашлăва район админстрацийĕн пуçлăхĕ К.Нкитин уçрĕ, Суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканне Л.Петровăна сăмах пачĕ. Вăл 2010 çулхи çур çулхи районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмĕшле тишкерчĕ, çитменлĕхсене палăртса хăварчĕ. Республикăри муниципаллă районсем хушшинче эффективлă ĕçлессипе пирĕн район 2009 çулта саккăрмĕш вырăн йышăннине каларĕ, районăн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, суту-илÿ, алкоголь продукцине ваккăн сутассипе, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕпе çыхăннă` ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районăн социаллă пурнăçпа экономикин лару-тăрăвĕпе, умра тăракан задачĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл çавăн пекех кăçал пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăру пулнине, çанталăк шăрăх тăнине кура ял хуçалăх культурисем типсе пĕтнине, çавна май район пысăк тăкак тÿснине каларĕ. Константин Владимирович вырăнта тавар туса илекенсен продукцине хапăлламаллине, уйрăмах çăкăрпа булка изделийĕсен пахалăхне ÿстермеллине асăнса хăварчĕ.
«Эсир - районăн ыттисене пурне те ăнăçу çулĕпе ертсе пымалли элита. Çынсен кăмăл туйăмĕ, районăн малашнехи аталанăвĕ пĕтĕмпех хамăр мĕнлерех ĕçленинчен килет. Пирĕн пурин те пĕр чăмăрта пулса район аталанăвĕшĕн вăй хумалла», - терĕ Константин Владимирович залра ларакан руководительсене чĕнсе.
Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн организаципе контроль управленийĕн начальникĕн заместителĕ В.Орлов енчен Аслă Чак, Шăхаль, Чупай, Энтрияль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне ыйтусем те пулчĕç. Вăл асăннă ял тăрăхĕсенче «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредитсем сахал илнине каларĕ, ку енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мĕнлерех ĕçлесе пынине ыйтрĕ.
Çавăн пекех районта пахалăхлă вăрлăх акас, аш-какай, сĕт ытларах туса илессипе, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шутне чакарас мар тесе мĕнлерех мерăсем йышăнни пирки райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕнчен Л.Петровран ыйтса пĕлчĕ.
Çавăн пекех канашлура Вăрмар район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ-райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ В.Николаев, «Алекс», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăсен пуçлăхĕсем Н.Александров, А.Васильев, О.Ильин тата ытти руководительсем тухса калаçрĕç.
Райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов суйлав ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Канашлу хыççăн суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Л.Петрова поселокри хăш-пĕр лавккасене çитсе курчĕ, унти ял хуçалăх таварĕсен хакĕсемпе паллашрĕ.
Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Чупай ял тăрăхне пулчĕ. «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа ЧР Хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министерстви конкурс ирттернĕ. Асăннă конкурсра Чупай ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче 2 миллион та 692 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Ăна пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Республикăри, районти сумлă çынсене Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа, ача сачĕпе ун директорĕ А.Димитриев тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕсем хăйсен енчен бюджет укçи-тенкине эффективлă усă курнине çирĕплетрĕç, шкул ĕçĕ-хĕлне лайăх хак пачĕç.