АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх хыççăнхи шалкăм

24 августа 2010 г.

Икĕ уйăх ытла тăнă шăрăх хыççăн килнĕ циклон Вăрмар тăрăхне ырă мар çумăр илсе килчĕ. Ĕлĕкрех чăвашсем чылай вăхăт хушши вĕри çанталăк тăнă хыççăн ыр çумăр килменни çинчен калани тÿрре тухрĕ. Августăн 19-мĕшĕн каçĕнче килсе тухнă шалкăм хăйĕнпе пĕрле кăвакарчăн çăмарти пысăкăш, хăш-пĕр çĕрте унран та пысăкрах пăр килсе пачĕ. Пăшалтан пенĕ пекех туйăнать: Вăрмар поселокĕнче кăна хăш-пĕр çуртсен чÿречисен кантăкĕсене ватса пĕтернĕ, «Арбат» текен урамра ÿсекен чечексем, пахчасенче помидорсемпе купăстасем пуçне уснă. Кану паркĕнче кураксемпе ытти кайăксем вилнисем те йышлă. Урамра ларнă автомашинăсене те шеллемен пăр - чылайăшĕн çинче вăл лекнипе лапчăк вырăнсем юлнă. Инкек куçа курăнса килмеççĕ теççĕ, ку хутĕнче чăнах та çапла пулчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика