АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлемен парăмсем ура хураççĕ

24 августа 2010 г.

«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2010-2011 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттерет, анчах хăш-пĕр хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн пысăк парăмра пулни ура хурса пырать.

Кашни çулах асăннă предприяти пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Акă кăçал вĕсем поселокри пĕрремĕш номерлĕ тата малтан «Сельхозхими» предприятийĕ пулнă территоринчи котельнăйсене юсаса çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра ку предприяти 34 котельнăйне пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 9, пĕчĕк котельнăйсем 25 шутланаççĕ. Ăшă паракан пăрăхсене улăштарас тĕллев те лартнă кунти ĕçченсем. Çавна май ăшă паракан çĕнĕ пăрăхсем кÿрсе килнĕ. Трасса пĕтĕмĕшле 13 километр шутланать. Çитес вăхăтра пурĕ 250 метр тăршшĕ киввисене полиэтилен тата изопропилен пăрăхĕсемпе çĕнетмелле. Çакă чылай вăхăт хушши çĕр айĕнче упранма май парать, ăшă перекетлет. Унсăр пуçне ăшă пыракан пăрăхсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркемелле. 68 çуртсен ăшă паракан пăрăхĕсене тасатнă. Ăшă паракан пунктсене те юсанă. Хальхи вăхăтра хваттер хуçисем тĕрлĕ ыйтусене татса пама ыйтса çырнă заявленийĕсемпе ĕçсем туса ирттереççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе 60 процент ĕç пурнăçланă.

Ку е вăл юсав ĕçне пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Асăннă предприятие вара вĕсене пурнăçлама хăш-пĕр хваттер хуçисен парăмĕ пысăкки чăрмав кÿрет. 2010 çулхи августăн 20-мĕшĕ тĕлне 2 миллион та 17 пин тенке çитнĕ. Çак укçа-тенкĕ предприяти кассине вăхăтра кĕрсе пырсан мĕн чухлĕ юсав ĕçĕсем тума пулĕччĕ. Кун пирки парăмçăсен шутламаллах. Парăмсене вăхăтра тÿлемесен «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансем пирки суда ĕç тăратать. Кăçал çак вăхăт тĕлне 53 ĕç (531 пин тенкĕлĕх) тăратнă, вĕсенчен 172 пин тенкине предприяти майлă шыраса илнĕ. Çак ĕç малалла пырать. Парăмсем пысăк пулнипех асăннă предприяти «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă обществăна çут çанталăк газĕшĕн 2 миллион та 875 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Ăна вăхăтра тÿлесе татмасан, поселокри, ялсенчи хваттерсем хутса ăшăтмалли сезонра ăшăсăр тăрса юлма пултарĕç. «Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене пырса татма ыйтатпăр», - терĕ Ю.Никитин пуçлăх.

Хутса ăшăтмалли сезон çывхарсах пырать. Ăна вара пурин те яваплăха туйса тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмелле. Çумăрлă çанталăк пуçланнă май уйрăм çуртсенче пурăнакансем тата хваттерсене газ хуранĕ лартнисем çывăх вăхăтрах çуртсемпе хваттерĕсене хутса ăшăтма та тытăнĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика