АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хурчĕсене хĕле хатĕрлер

24 августа 2010 г.

Пыл пухмалли тапхăр иртрĕ, вăл тĕрлĕрен пулать. Мĕншĕн тесен çулпа çул пĕр килмест. Анчах та утарçă пĕлсе ĕçлесен, тăрăшсан пыл пухмалли тапхăр ăнăçлă вĕçленет.

Август уйăхĕ пыл хурчĕсемшĕн кĕркуннехи уйăх. Вĕсем вăхăта сая ямасăр вăрăм хĕле хатĕрленеççĕ, кашни тумлам апата перекетлеме пуçлаççĕ.

Хурт-хăмăр çемйи хĕле ăнăçлă каçасси утарçă кĕркуннехи ĕçсене мĕнле туса пынинчен нумай килет. Вăйлă, йышлă çемье (9-12 рама) çителĕклĕ, паха апат хатĕрĕпе хĕл аван каçать, çуркуннехи ĕçсене те туса ĕлкĕрет.

Хĕл каçма каякан çемьери хуртсем пурте çуркуннеччен пурăнса çитереймеççĕ. Çавăнпа та хурт-хăмăр ăстин тĕп ĕçĕ - хĕле кĕме çамрăк хуртсем çитĕнтерсе хăварасси. Август уйăхĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен тухакан хуртсене йышлантарса юлмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем чи çамрăк, пултаруллă хуртсем пулаççĕ. Хĕл йывăрлăхĕ, çемье пуласлăхĕ август, сентябрь уйăхĕсенче çуралнă пыл хурчĕсем çине тиенет. Çĕнĕ ăру ÿстерес, курас, тăвас, амана пăхас, пыл пуçтарас пултарулăх тепĕр çулчченех пырать.

Ку вăхăтра пыл пухмалли тапхăрта начарланса юлнă, çамрăк çемье-отводкăсене август уйăхĕнче тухакан çураллă рамăсене вăйлă çемьерен илсе лартса парса, çемьери хурт йышне ÿстермелле. Хурт-хăмăр йышне ÿстерме çуркуннехи пекех, кĕркунне те апат нумай кирлĕ. Кĕркунне пыл хурчĕсем кăштах та пулин нектар тупма пултарни питĕ вырăнлă. Ку вĕсене активлă ĕçлеме пулăшать, çамрăк хуртсем нумай çитĕнтерме май парать. Кĕркунне тухнă çамрăк хуртсем хăйсене вĕллери ĕçсемпе тата сахăр сиропĕ ĕçлесе, çура пăхса хăйсен вăйне пĕтермеççĕ. Çавна май хĕл лайăх каçса çуркуннехи ĕçсене те туса ĕлкĕреççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр ерессинчен сыхланас, сивĕ çанталăка тÿссе ирттерес чăтăмлăхĕ те пысăк вĕсен. Хурт-хăмăр ăстин вĕллере апат хисепĕ сахаллине асăрхасан, пĕр тăхтаса тăмасăр хуртсене августăн 20-мĕшĕччен сироп çитерсе хăвармалла, мĕншĕн тесен сироппа ĕçлесе хуртсем нумай вăй пĕтереççĕ, палăрмаллах начарланаççĕ. Вĕсем апатри ытлашши шыва пĕтереççĕ, кирлĕ ферментсемпе пуянлатаççĕ. Сиропа маларах çитерсен, унран пыл тума çуллахи хуртсем ĕçлесе юлаççĕ. Чирсенчен сыхланас тесен е хуртсене лайăх аталанма пулăшаса тăма, амана лайăх ĕçлеттерме сироп çине тĕрлĕ стимуляторсем, эмелсем хутăштарса çитерсе хăварни аван пулмалла.

Хыр - чăрăш лăссипе ыхра сĕткенĕнчен хатĕрленĕ «Пчелка» шĕвеке (экстрата) сироп çине ярса çитерни çемьере аскофероз, нозематоз паразичĕсене аталанма памасть.

Варроатоз (пыйтă) чирне аталанма чарас тесен пур çĕрте те ÿсекен армутипе усă курма юрать. 1-2 апат кашăкĕ типĕтнĕ армутие 1 литр шывра вĕретсе сироп хатĕрлесе çитернин усси пысăк. Вăл хăй хăватлăхĕпе, шăршĕпе пыйтăсене хирĕç кĕрешмелли «Тимол» эмелпе танлашать. Хальхи препаратсемпе «Фумисан», «Варрадез», «Ветфор» тата ытти те усă курма юрать.

Утарçăн хуртсене сахăр-песукĕнчен хатĕрленĕ апат-сироп çитерес вăхăта нумая ямалла мар, 3-5 кун хушшинче çитерсе пĕтерме тăрăшмалла.

Хурт çемйинче унăн пуласлăхĕ - хурт ами. Çавăнпа та утарçăн çак вăхăтра тимлĕ пулмалла. Хурт ами çăвăр начар сапнине курсанах ăна улăштармалла. Ама начар ĕçлени - вăл айăпланнине (аманнине), ватăлнине пĕлтерет. Амана 2 çул иртсен ним тăхтаса тăмасăр улăштарса хăварма тăрăшмалла. Кунсăр пуçне йăвара амана çăмарта сапма вырăн çукки те ăна начарлатать. Утарçăн хурт çемйине çителĕклĕ те пахалăхлă пушă рамăсемпе тивĕçтермелле.

Ама лайăх ĕçлетĕр, çăвăрсем сывă çитĕнччĕр тесен йăвара паха апат ытлă-çитлĕ пулмалла. Сироп хатĕрлеме утарçăн юрăхлă та таса сахăр песукĕпе çеç усă курмалла.

Хурт - хăмăр çемйисене çителĕклĕ аптпа тивĕçтернĕ хыççăн утарçăн вĕллери рамăсене сахаллатма, пĕчĕклетме тытăнмалла. Вĕллери рамкăсене питех хускатса пĕтермелле мар. Хуртсем йăвана хăйсене кирлĕ пек майлаççĕ, хĕл валли апатне те йĕркипе хураççĕ. Çавăнпа та хуртсем хăйсем майланă пек хăвармалла. Утарçăн йăва варринчен çăвăр тухса пĕтнĕ, пушă, пыл сахал рамăсене çеç кăларса илме тăрăшмалла.

Йăвана пĕчĕклетсе майланă хыççăн кирлĕ эмелсемпе усă курса, чирсене хирĕç кĕрешмелле. Кĕркунне сиплесе хăварнин усси питĕ пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика