24 августа 2010 г.
Çыравçă - кăсăк служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăх полномочиллĕ çынни. Унăн ĕçĕ-хĕлне хăрушă профессипех танлаштармалла пулĕ.
Çырав тапхăрĕнче вĕсем час-часах кăсăк, пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне çăмăллатма, ытти çынсенчен уйăрса илме пулăшма ятарлă удостоверени, шарф, пуçа тăхăнмалли, портфель параççĕ. Тĕттĕм урамсемпе подъездсенче фонариксемпе усă курĕç. Йытăран, усал шухăшлă çынсенчен хăтăлма - шăхлич. Йывăр лару-тăруран тухма пулăшма инструкци те хатĕрленĕ. Акă хăш-пĕр йĕрке: «Енчен те алăка уçрĕç, эсир кăсăк лару-тăрупа - килти хирĕçÿ-çапăçу, ĕçкĕ-çикĕ, уяв пулсан тухса кайăр, тепĕр чухне килĕр». Инструкци переписчиксене сĕтел хушшине ларма та хушмасть, хуçисем хистенине пăхмасăр лăпкăн сыв пуллашса пăрăнса утма сĕнет.
2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче переписчиксене страхлама тытăнни ахальтен мар. Япăх çутатакан урамсемпе подъездсенче, пăрлă-çумăрлă çанталăкра (çырав октябрьте иртмелле) аманма часах. Çитменнине çапкаланса çÿрекен тата килти йытăсем те час-часах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тата переписчиксен тĕрлĕ сийлĕ халăхпа ĕçлеме тивет. Вĕсен хушшинче усал шухăш-кăмăллă çынсем те пур. Вырăнти власть органĕ, муниципалитет, шалти ĕçсен пайĕ çыравçăсене пулăшма тăрăшаççĕ-ха, анчах инкек-синкекрен хăтăлса пĕтме кансĕр. 2002 çулта акă 400 инкек сиксе тухнă (430 пин çыравçа страхланă). Çав шутран 70 проценчĕ йытă çыртнипе, килти инкекпе çыхăннă. Ытларах Тĕп тата Атăлçи федераци округĕнче шар куракансем нумай. Сывлăха сиен кÿрекен страхлав тÿлевне 1-рен пуçласа 100 процент таранах тÿлеме пултараççĕ. Страхлав тÿлевĕн чи пысăк хисепĕ - 20 пин тенкĕ. Çак ĕçе 2002 çултанпа «Страховой Дом ВСК» пурнăçласа пырать.