АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мигрантсем те шутра

24 августа 2010 г.

Миграци ыйтăвĕ çулран-çул çивĕчленсе пырать. Совет Союзĕ арканнă хыççăн халăх куçса çÿресси уйрăмах вăй илчĕ. Раççейĕн Тĕп тата Çурçĕр Хĕвел анăç регионĕсенче ĕç мигранчĕсем пайтах. Мегаполиссенче ĕç алли çителĕксĕррипе ирĕксĕрех ютсене явăçтармалла. Вĕсемпе экономика, культура, тăванлăх çыхăнăвĕсем татăлман-ха. Çавăнпа лайăх шалуллă ĕç, ытлă-çитлĕ пурнăç шыраса Раçее хăюллăнах килеççĕ, вырнаçаççĕ. Хăш-пĕр чухне саккуна пăсса, ирĕк илмесĕрех. Чăваш Енре те сахал-ши вĕсем;

2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕ тăрăх 1989-2002-мĕш çулсенче çĕршывра миграци юхăмĕ сасартăк ÿссе кайнă. Çак тапхăрта Раççейре халăх йышĕ миграци пулăшнипе 5,6 миллион çын хушăннă. 2003-2008-мĕш çулсенче çĕршывра пурăнакансен 9,4 проценчĕ (13,4 миллион çын) вырăнтан-вырăна куçса çÿрени паллă. Асăннă вăхăтра Раççейрен 384,2 пин çын тухса кайнă, яланлăхах пурăнма килекенсем - 1,2 миллион. Çапах регионсенчи миграци юхăмĕн тĕп шăнăрĕ - вырăнти халăх. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи халăх хисепне витĕм кÿрет.

Мигранта идентификацилесси йывăр ĕç. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ шăпах мигрантсем пирки хыпар пухма, çĕршыври миграци лару-тăрăвне тишкерме пулăшать. Саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ май Росстат миграци ыйтăвне татах анлăлатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика