АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран ентеш çинчен

24 августа 2010 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартассишĕн питĕ нумай çын тăрăшнă, шел пулин те чылайăшĕ пуçне хунă. Çак вăрçă историйĕ паянхи кун та сахал мар вăрттăнлăх упрать. Кашни кунах эпир вăрçăн паллă мар страницисене уçатпăр, унăн летопиçне çĕнĕрен, тепĕр хут тĕплĕн ăнланма тăрăшатпăр.

Паян сăмах Михаил Захарович Куприн ентеш-ветеран çинчен пырĕ. Вăл хамăр районти Урнар ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче килнĕ. 1943 çулта, 10-мĕш класран вĕренсе тухсан, кĕркунне салтака кайма ят тухать. Малтанах çамрăк салтак курсне лекет вăл. Унтан, 1944 çулта, Балтика тăрăхĕнчи çĕрсене нимĕç захватчикĕсенчен хăтарнă çĕре хутшăнать. Çак вăхăтра унăн Эстонинче, Литвара, Латвире пыракан хĕрÿ çапăçусенче пулма тÿр килет. Сахал мар терт-нуша курма тивет пирĕн салтаксен - пылчăклă çул-йĕр, шурлăхлă вырăнсем, вăхăт-вăхăтпа пилĕк таран шурлăха путса ларнисем те сахал мар пулнă. Вăрçăра шăплăхлă самант сахал пулнă, тепĕр чухне вăл шиклентернĕ те. Аякрах та мар, çумрах нимĕç снарячĕсем ÿксе çурăлса чĕрене çурса ярасла сасă тахçанччен хăлхара янрани паянхи кун та асăмрах ĕнтĕ вăрçă ветеранĕн.Çапăçура тăшман тĕлĕрмест, пирĕн совет салтакĕсем те маххă паман, вĕсене хирĕç хуравланă. Пĕр çуллахи кун совет салтакĕсем Латвине (нимĕçсем уншăн çав тери хытă тăнă пулин те) кĕнĕ. Августăн 10-мĕшĕнче вара М.Куприн пулнă ротăна нимĕçсем çавăрса илнĕ. Хĕрÿ çапăçура йĕри-тавра пуçа çĕклемелле мар персе тăнă. Çак çапăçура çухатусем те сахалах пулман, Михаил Захаровича вара ураран амантаççĕ. Вăрçă хирĕнче никамăн та выртса юлас килмест, çапла вара кам хускалма пултарнă, пурте малалла упаленнĕ. Аманнисене санитарсем ятарласа вĕрентнĕ йытăсемпе турттаракан урапасем çине хурса вăрçă хирĕнчен илсе тухса медсанбата ăсатнă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентеш М.Куприн та пулнă. Хирургсем унăн урине хăтарса хăварма пултараççĕ, анчах та ура хырăмне, тăшман пульли лекнĕскерне, касса илмех тивнĕ. Чылайччен утайманнисен шутĕнче тăнă вăл. Каярахпа аманнисене санитари эшелонĕпе Ленинграда илсе каяççĕ. Кунта унăн сывлăхĕ самайланма тытăнать. Кĕркунне çитсен госпитальти вăтам пĕлÿллĕ салтаксенчен пĕр ушкăн уйăрса офицера вĕрентсе хатĕрлекен курса яраççĕ. Çапла вара М.Куприн Омскри пехота училищине лекет. Кĕçех вăрçă та чарăнать. Çамрăксемшĕн вара служба вăхăчĕ талмасть-ха. Михаил Захарович 1950-мĕш çулта кăна киле таврăнать. Кăштах ялта пурăннă хыççăн Улатăр хулинчи чукун çул техникумне вĕренме кайса кĕрет. 1953 çулта техникума ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Батраки станцине ĕçлеме направлени параççĕ. Çакăнта тупать те вăл хăйĕн мăшăрне - Клавдия Федоровнана. Туслă мăшăр 50 çул ытла ĕнтĕ пĕрле пурăнать. Икĕ ача çитĕнтернĕ, мăнукĕсем те пур.

Çак статья Самар облаçĕнчи Октябрьск хула округĕнчи «Октябрьское время» хаçатра пичетленнĕ, мĕншĕн тесен пирĕн ентеш - М.Куприн вăрçă хыççăнхи кун-çулĕнчен пуçласа паянхи кунччен çак хулара пурăнать. Чăвашсем пур çĕрте лайăх енĕпе кăна палăрса тăраççĕ, çав шутра Михаил Захарович та. Тăван ене те манмасть вăл, килсех тăрать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика