24 августа 2010 г.
Кăçалхи шăрăх пĕтĕм çут çанталăка йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Кĕр кунĕсем çывхарса килеççĕ, çумăр та çума тытăнчĕ пулин те,ç шыв ыйтăвĕ халĕ те асран тухмасăр канăç памасть. Çумăрсăр шывсăрланса юлнă пахчасемпе, уй-хирпе çыхăннă йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем çак тапхăрта пире яр уççăнах курăнаççĕ.
Этем пурнăçĕнче шыв чи малти вырăнта тăрать, унăн организмĕнче те вăл 80 процента яхăн йышăнать. Эпир шывсăр виçĕ талăкран ытла пурăнаймастпăр.
Энĕшпуç ялĕнче вырăнти халăха шывпа тивĕçтерме икĕ пусăм башни ĕçлет. Çуллахи вăхăтра халăха тулăхлă пахча çимĕç сапса шăварса çитĕнтерме чылай шыв кирлĕ. Кăçал уйрăмах çанталăк яланхи нормăран пăрăннине пула хуçалăхра шыв ытлăн-çитлĕн çитми пулчĕ.
Тăван ялăн кăнтăр-хĕвеланăç енче ĕлĕк-авалранпа çĕр айĕнчен вăйлă та куç пек тăрă, ĕçме юрăхлă Катек шывĕ талпăнса тухать, çывăхри плотинăна тулать, унтан Энĕше юхать. Виçсе пăхса шута илсен çакă палăрчĕ: 4-5 çеккунтрах 10 литр кĕрекен витре шывпа тулать.
Вĕри чĕреллĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов çак лару-тăрура пач урăхла шутласа илнĕ, шухăш-кăмăл хаваслăн çĕкленнĕ, тавçăру пуçа килнĕ. Вăл çак сиплĕ те тăрă шывпа халăха тивĕçтерес шутпа çырмаран аякрах мар 7,5 м3 вырнаçакан пăрăха кранпа хăпартса лартма шутлать. Каланă та - тунă ĕçне. Унтн насуспа Катек шывне 7 м çÿллĕш пусăм башнине тултарсах тăраççĕ. Халĕ çăл шывĕ пăрăхсемпе юхса Çамрăксен, Çĕнĕ, Советсен, Аслă (пĕр пайне) урамĕсенче пурăнакансене тивĕçтерет, пĕтĕм ял халăхне пулăшу кÿрет. Çак ырă пуçаруна пурнăçлама Н.Крдыков, Е.Козлов, Н.Фролов тата ыттисем те пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç, тав сăмахне тивĕçрĕç.
Юлашки çулсенче халăха газ кĕртсе парса, асфальтлă çулсем сарса чăнах та пысăк вăй хучĕç. Çав вăхăтрах шыв ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тĕплĕн татса панă тесе калама çук.
Энĕшпуç ялĕнче, пурне те шутласан, вунă пĕве те ытла пур. Вăхăт иртнĕ май хăшăсем малтанхи сăн-сăпатне çухатаççĕ, юшкăнпа тулаççĕ. Йĕри-тавра вуншар çăл талпăнса юхать. Вĕсене тирпей-илем кĕртес, çĕнĕ пурнăç парса чысласан пирĕн ял татах та илемлĕрех пулĕччĕ.