20 августа 2010 г.
Районти физкультурниксемпе спортсменсем хăйсен профессиллĕ уявне анлăн паллă турĕç. Ялсенче те тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем иртрĕç. Çав кун Чĕкету ялĕнче ял уявĕ пулчĕ. Уява хутшăннисем спорт мероприятийĕсемпе тăтăшах кăсăкланнă.
Физкультурник кунĕ умĕн, Вăрмарта «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе ăмăртусем иртрĕç.
Уяв кунĕ Йĕпреçри «Спартак» стадионта республикăри урам командисен Спартакиади иртрĕ. Республикăри районсемпе хуласен 18 команди хутшăнчĕ унта. Спортсменсем савăнăçлă стартсем, стрит-баскет (çамрăксем, хĕр ачасем), мини-футбол, канат туртас енĕпе тупăшрĕç. Стрит-баскет енĕпе пирĕн команда иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе эпир саккăрмĕш вырăна тухрăмăр, чи лайăх вунă команда шутне кĕтĕмĕр.
Çав кунах районти стадионта мини-футбол енĕпе 8 команда тупăшрĕ. Çивĕч кĕрешÿре 40 çул тата унтан та аслăрах командăсем хушшинче «Ветеран» физкультура клубĕ (Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 40 çула çитичченхи арçынсем хушшинче «Вăрмар» физкультура клубĕ - пĕрремĕш, «Арапуç» - иккĕмĕш, «Пинер» виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Районти футбол чемпионатне хутшăнса «Вăрмар» физкультура клубĕпе Кĕтеснер ял тăрăхĕн командисем тĕл пулса вылярĕç. Вăрмарсем Кĕтеснерсене 4 : 1 шутпа çĕнтерчĕç.
Шашистсен ăмăртăвĕ те интереслĕ пулчĕ. 18 çула çитичченхи хĕр ачасем хушшинче Т.Кудряшова (Мăнçырма) ытларах очко пухрĕ. Хĕрарăмсем хушшинче Т.Ашмарина (Кавал) çĕнтерчĕ. Çамрăксенчен И.Агапов (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Арçынсем хушшинче тĕнче класлă спорт мастерне О.Вакина çĕнтерекенни пулмарĕ. Пĕр сăмахпа каласан, уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, çамрăксем сывă пурнăç йĕркине активлă тытса пынине кăтартса пачĕ.