АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ивановсем вĕрентÿ енĕпе палăрнă

20 августа 2010 г.

Хамăрăн йăх-несĕлсене пĕлни, аслисене, атте-аннене хисеплени çĕр çинчи пирĕн чи пысăк тивĕç. Тĕслĕхрен, казах-шкул ачи ашшĕ енчен тăванĕсене 7 ăру таранах пĕлет. Эпĕ, Евгения Иванова, Кĕтеснер ялĕнче пурăнатăп. Çемье пирĕн 6 çынран тăрать: анне, атте, асаттепе асанне, эпĕ тата йăмăк. Асаттепе асанне пурнăç тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ.

Асатте манăн учитель çемйинче çуралнă. Вăл учительсен династине тăсаканĕсенчен пĕри. Учитель йăхне пуçарса яраканĕ вара унăн аслашшĕ Яков Гаврилович Гаврилов, 1868 çулта çуралнăскер. Вĕренме вăл Хусан кĕпернине кĕрекен Çĕрпÿ уесĕнчи Кавал шкулне çÿренĕ, Свияжскри шкула пĕтернĕ. 1883 çулта вара Я.Гаврилов тăван ялĕнче хутла вĕрентекен шкул уçать. Апла пулсан манăн мăн асатте çак шкулăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулнă. 4 çуллăха ăна çар тивĕçне пурнăçлама илсе каяççĕ. Унтан ефрейтор званийĕпе таврăнсан вăл ачасене хăйĕн килĕнче вĕрентме пуçлать. Пĕр пÿлĕмĕнче çемйи пурăнать, тепринче – хутла вĕрентнĕ. Патшалăх та хăй енчен укçа-тенкĕпе пулăшнă, анчах та ку сахала çитнĕ. Дисциплина çирĕп пулнă, начар вĕренекенсене наказани панă. Ачисем те паха пĕлÿ илнĕ. Çак шкула пĕтерсен вĕсем Кавалта экзаменсем тытнă, чи начар ĕлкĕрсе пыракан та кунта лайăх паллăсем илнĕ. Хресчен ачисене хутла вĕрентнĕшĕн, вĕсене воспитани панăшăн Яков Гавриловича кĕмĕл медальпе тата Александровский шупка кăвак лентăпа наградăланă. Танлаштарса пăхма: Я.Гаврилов учитель 60 тенкĕ ĕç укçи илнĕ, Мăнçырмари чиркĕвĕн пачăшки – 300 тенкĕ.

Яков Гавриловичăн çемйи пысăк пулнă. 11 ача, вĕсенчен 5-шĕ пĕчĕклех вилнĕ. Укçи-тенки çитсе пыманни паллă ĕнтĕ, выльăх тытни, çĕр çинче ĕçлени пулăшса пынă. Хуçалăхĕнче лашасем, ĕнесем, 2 утар, магазин, çил арманĕ пулнă. Я.Гаврилов 7-8 ĕçчен тытнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче урăх самана пулнă, çак пурлăха тытса илнĕ. Килĕнче колхоз правленийĕ вырнаçнă, Яков Гаврилович вара мăшăрĕпе мунчана пурăнма куçнă. Тепĕр темиçе çултан ăна пÿрте каялла тавăрса панă. Юлашки çулĕсенче Я.Гаврилов текех шкул ĕçĕпе пурăнман, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, пыл хурчĕсем усранă. 1944 çулта çĕре кĕнĕ, ăна Мăнçырмари масар çинче пытарнă.

Династие Я.Гавриловăн ывăлĕ малалла тăснă. 1931 çулта Канашри техникумран вĕренсе тухать, Кĕтеснерти кĕçĕн классен заведующийĕ пулать. 1936-1937 çулсенче ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлать, кунта Иван Яковлевичăн тÿпи пысăк. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан И.Яковлева вăрçа илсе каяççĕ. Çав çулах вăл Смоленск çывăхĕнчи çапăçусенче пуçне хурать.

Ял-йыш Иван Яковлевича питĕ ĕçчен, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен çын пулнипе пĕлнĕ. Тăван тавралăха юратакан, гитарăпа, скрипкăпа калама юратакан çын сăвăсем те çырнă, шÿтлеме те пĕлнĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра çемьеллĕ пулать, вĕсем шкул çумĕнчи çуртра пурăнаççĕ. Ача çуралнă хыççăн вара ашшĕн утарĕ пулнă вырăнта хăйсем çурт çавăрса тухаççĕ. Шăпах çак вырăнта халĕ эпир пурăнатпăр ĕнтĕ. Анчах фронтран усал хыпар калакан «хура» çыру килнĕ, И.Яковлев вилнине пĕлтернĕ. Çапла малалла вĕрентекен династине манăн асатте Анатолий Иванович Иванов тăсать. Вăрçă çулĕсенче çуралнăскер ачаллах йывăр вăхăтсем тÿссе ирттернĕ. 1957 çулта вăл Кĕтеснерти 7 çул вĕренмелли шкултан, унтан Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1961-мĕш çулта Анатолий Иванович Калининградри пединститутра физикăпа математика факультетĕнче вĕренме пуçлать. Унтан ăна 3 çуллăха çар службине пурнăçлама ăсатаççĕ. Служба хыççăн Анатолий И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. 1968-мĕш çулта аслă пĕлÿ илнĕ çамрăка Тăвай районĕнчи Нăрваш-Шăхаль ялне яраççĕ. 1989-мĕш çулта Кĕтеснер ялне куçса килет. Кĕтеснерти вăтам шкулта директор пулса ĕçлет, физика предметне вĕрентет. Анатолий Иванович ĕçленĕ çулсенче шкулта пурлăхпа техника бази те çирĕпленнĕ. 2004 çултанпа А.Иванов пенсире, çапах та тăван шкула манса каймасть. Кунта вăл яланах хисеплĕ хăна. Шкул ачисене физика предмечĕпе экзамена хатĕрлет, сăвăсем, калавсем çырать. Унăн юратнă ĕçĕ – пыл-хурчĕсем ĕрчетесси. Асаттен аппăшĕ Зоя Ивановна Викторова та Калининградра математика предметне паянхи кун та вĕрентет.

Асаттен иккĕмĕш аппăшĕ Роза Ивановна Захаревич 40 çул Çĕнĕ Шупашкарта математикăна вĕрентнĕ. Манăн асанне Наталья Андреевна та учитель. Вăл Канашри педучилищĕне, Чăваш патшалăх институтне пĕтернĕ. Вĕрентÿ ĕçне 39 çул парнеленĕ. Асаттепе асанне 3 ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсем яланах пулăшаççĕ пире, тĕрĕс канашсем параççĕ. Эпир, мăнукĕсем, вĕсене питĕ юрататпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика