АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пахалăхĕ ÿсет

20 августа 2010 г.

Ĕç пахалăхĕ ÿсет

Çулсерен лайăххисен йышĕнче пулма, ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе, витĕмлĕ аталанупа çирĕплетсе пыма çăмăл мар. Потребкооперацинче пушшех те. Çакна райпон «Нива» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра кунта 50 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Çĕнĕ йышши продукцисенчен пĕри - зефир, лукум йышши пылак çимĕçсем. Вĕсене лавккасенче хаваспах туянаççĕ. Çанталăк шăрăх тăнă май, пылак шыв туса кăларасси те ÿссех пырать. Кăçалхи çичĕ уйăхра пурĕ 12,5 пин декалитр пылак шывпа тивĕçтернĕ. Кунти печени-пĕремĕке, пылак шывсене, минерал шывне пĕрре тутанса пăхсанах кăмăллатăн. «Грушевый любимый аромат» пылак шыва ĕçсе курнă-и; Паха та», - тенине темиçе хутчен те илтнĕ. Çак хаклавпа чăннипех килĕшмелле. Тутлă шывсене тĕрлĕ виçеллĕ савăтра (ятарласа ĕçмелли хатĕрпе) кăларни те тавар туянакансемшĕн меллĕ.

«Эсир хатĕрлекен пылак шывсем мĕншĕн тутлăрах-ха; Вăрттăнлăхĕ мĕнре;» - ыйтатăп Владимир Михайлович Дудкин пуçлăхран. Вăл вара мана çапларах хуравларĕ: «Технологие çирĕп пăхăннинчен, ĕçлекенсен тÿрĕ кăмăлĕнчен, опытĕнчен килет ку. Тата эпир напитока чылайăшĕ пек пылаклантаракан хутăш мар, сахăр яратпăр. Вăт, çакăн пек «вăрттăнлăх».

Тулли мар яваплă обществăра чылай çул ĕçлекен В.Михайлова мастер та çакнах çирĕплетрĕ. «Пирĕн ĕçченсем пурте маттур. Çирĕп, туслă пирĕн коллектив. Ĕç ăнăçлăхĕ çакăнтан килет те», - терĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Туслă коллектив çуллахи вăхăтра çамрăксене те çак пархатарлă, халăха кирлĕ ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ. А.Петрова, Н.Яковлева, А.Краснов ĕçе пур яваплăхпа пурнăçлаççĕ.

Умра - çĕнĕ тĕллевсем. Вĕсем те ăнăçлă пурнăçа кĕрĕç. Хăйсен ĕçне халăх хаклани общество ĕçченĕсене тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика