АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшмалла

20 августа 2010 г.

Çак ятпа район администрацийĕн ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсемпе вăтам тата вак предпринимательлĕхе ертсе пыракансемпе çавра сĕтел иртрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, районти чрезвычайлă лару-тăру пирки чарăнса тăчĕ. Бизнесăн пĕтĕм сферинче тăрăшакансем район администрацийĕпе тачă çыхăнура ĕçлемеллине, вĕсене аталантармашкăн пулăшса пымаллине каларĕ. «Район экономикине çÿллĕ шайра тытса пырас тесен пĕрле кар тăрса вăй хумалла, инвесторсене ытларах явăçтармалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма республика, федераци шайĕнче тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе вăхăтра тата тĕллевлĕ усă курас пулать», - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне пуçарнă май. Кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăру пулнине, çавна май пушар хуралĕн сыхă тăмаллине палăртрĕ. Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăрах районта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас ĕç пырать. «Шăрăх çанталăка пула пирĕн район республикăри ытти районсемпе танлаштарсан ытларах шар курнă, 80 миллион тенкĕлĕх тÿремĕн тăкак тÿснĕ (кунта ĕç укçи парасси, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем, вăрлăх кĕреççĕ), туса илеймен услам, продукци пурĕ 400 миллион тенкĕпе танлашнă. Çавна май пирĕн вырăнта тавар туса кăларакансен продукцине хапăлламалла, вĕсене май пур таран пулăшу памалла. Унсăр пуçне районти предприятисенче, вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансен ĕç кăтартăвне чакарас пулмасть», - терĕ Константин Владимирович. 2010 çулхи январь-июль уйăхĕсенчи районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕпе райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова паллаштарчĕ. Кăçалхи 7 уйăхра пĕтĕмĕшле кăтартусемпе илес пулсан начар мар ĕçленине палăртрĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукци туса илессин, ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ - 117,8, обществăлла апатланăвăн çаврăнăшĕ - 110,2, халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси - 107,9 процентпа танлашать. Пĕтĕм финанс çăл куçĕсемпе пурĕ 10665,25 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 102,3 процентпа танлашать. Вак предпринимательлĕхĕн ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 108,4 миллион тенкĕ пулнă. Надежда Ильинична çавăн пекех вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ пани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Поселокра, предприятисемпе организацисем умĕнче тирпей-илем, хăтлăх кĕртмелли пирки Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов тухса калаçрĕ. Ку енĕпе поселокри «Майя» лавккана тĕслĕх вырăнне шута илмеллине палăртрĕ. Çавăн пекех «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин директорĕ О.Венедиктов, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществăн директорĕ С.Белоусова, «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Ильин тата ытти руководительсемпе пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантаракансем тухса калаçрĕç.

Кĕске информаци. Райадминистрацин ял хуçалăхпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайне вĕри çанталăкран шар курнă тĕрлĕ шайри 63 хуçалăх патшалăх енчен пулăшу илме хут тăратнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика