АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улăм тюклаççĕ, сухалаççĕ, акаççĕ

20 августа 2010 г.

Улăм тюклаççĕ, сухалаççĕ, акаççĕ

«Ир вăранакан тутă пулнă», - теççĕ халăхра. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем пур ĕçре те районти ытти хуçалăхсенчен чи малтан вăранаççĕ. Халĕ те вĕсем кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акма тытăннă.

Кĕрхи ырашăн «Безенчукская - 87» сортне вĕсем кăçал 150 гектар ытла акса хăварасшăн. Кĕçех кĕрхи тулă та акма тухаççĕ. Вĕсене валли вара çĕрĕ хатĕр, 1000 гектар сухаланă. Кĕл пек типĕ çĕр çине вăрлăха варăнтарса хăварма шиклĕ те, анчах Кивĕ Вăрмарсем çĕр кăкăрĕ пурпĕрех тăрантарасса шанаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мĕн ĕлĕкренех кĕл çине пулсан та ак, мĕн те пулин пурпĕрех пулать тенĕ. Н.Петров директор çанталăк прогнозне сăнаса пынă май, çывăх вăхăтра тахçанах кĕтнĕ çумăр килессе сиснĕ те пулĕ. Кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара пур агротехникăлла требованисене те çирĕп пурнăçласа пыраççĕ, апла пулсан кунта акни сая каймастех. Эпир вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун А.Клементьевпа Н.Петров МТЗ-82 тракторпа акакан агрегат кăкарса уйраччĕ. М.Алексеевпа Н.Григорьев сеяльщиксем те пĕрремĕш çул акара мар, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ, вĕрентме кирлĕ мар. Ана çине Э.Семенов водитель вăрлăхлăх тырă турттарса тăрать. Аслă классенче вĕренекен П.Петров, С.Георгиев, С.Иванов А.Максимов шкул ачисем вĕсене пулăшса пыраççĕ, аслисемпе пĕр шай ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕпе В.Нарзаев тĕп агроном кăмăллă. Кашни çулах каникул вăхăтĕнче ачасене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Тар кăларса ĕçлесе илнĕ ĕç укçипе шкула кайма япаласем туянма та кăмăллă вĕсене. Комбайнсем хыççăн уйра выртса юлнă улăма С.Николаев, А.Васильев трактористсем пĕри тюкласа, тепри рулонсем туса пыраççĕ. Н.Якимов водитель КамАЗпа ферма çывăхне турттарса тăрать. Киввăрмарсем конвейер меслечĕпе ĕçлеççĕ тейĕн, пĕр ĕçĕ тепринпе çыхăнса пырать. Улăма тюкласа тирпейленĕ хыççăн анана сухаласах пыраççĕ. Сăмах май каласан, пĕр-пĕр тырă пуссине техникăна кĕртсе яриччен вĕсем пушартан сыхланса ана йĕри-тавра пĕр касă плугпа сухаласа тухнă. Çакă вара типĕ хăмăла çулăм хыпса илес пулсан ытти çĕрелле куçса кайма чăрмав кÿрет. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕ валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрленипе пĕрлех ял халăхĕ çинчен те манмаççĕ. Пăвакасси, Чăрăшçырма, Кавал ялĕсенче пурăнакансене улăма комбайнсем хыççăн тÿрех харпăр хăй валли тÿлевсĕр пуçтарма ирĕк панă. Çакă вара ялта пурăнакана ĕне-выльăха тытма самаях хавхалантарса янă. Фуражлăх тĕш тырăпа та тивĕçтереççĕ. Хуçалăхра ырми-канми ĕçлекенсем те утă-улăмсăр тата фуражлăх тырăсăр аптрамĕç, вĕсене те кирлĕ чухлĕ тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне ял тăрăх территорийĕнче пурăнакан вăрçă участникĕсене те айккинче хăвармаççĕ, утă-улăма килнех çитерсе параççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, халăха тĕреклĕ хуçалăхра пурăнма, ыттисемпе танлаштарсан, ансатрах, мĕн кирлипе пуринпе те тивĕçтереççĕ. «Алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр, хуçалăхăн пулсан халăхăн та пулать», - тет нумай çулсем хушши хуçалăха ăнăçлă ертсе пыракан ертÿçĕ Н. Петров.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика