20 августа 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Кÿкеç тăрăхĕнче пулнă.
Чи малтанах вăл «Чăваш бройлерĕ» АУОра, каярах Елчĕк районĕнче пулнă. Шăпах çак кун кунта бройлер чĕпписем ÿстермелли çĕнĕ корпус хута кайнă. Вăл тулли хăватпа ĕçлеме пуçласан чăх какайĕ туса илесси 1600 тонна чухлĕ, суту-илÿ вырăнĕсене продукци ăсатасси 20 процент ÿсмелле. «Чăваш бройлерĕ» предприяти пирки йывăрлăхсем пур. Кун пирки тĕплĕ калаçу пынă. М.Игнатьев «Агрикус» АУОра уй-хир ĕçĕсем мĕнле пулса пынипе паллашнă. Ун хыççăн ял хуçалăх министрĕ - вице премьер Кÿкеç поселокĕнчи культура çуртĕнче район активĕпе тĕл пулнă. Кунта тĕрлĕ ыйтусене - çав шутра ĕççи мĕнле пынине, шкул çурчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине сÿтсе явнă. Паянхи çивĕч ыйтуран та парăнман. «Пур районта та, кашни ялта та вут-çулăма алхасма парас мар тесе çирĕп мерăсем йышăнмалла, каçхи хурал тăрассине йĕркелемелле, пушар сÿнтермелли хатĕр-хĕтĕрпе туллин тивĕçтермелле, кашни кил умĕнче тенĕ пек шыв савăчĕсем тытмалла. Кашни çыннăн яваплăхне ÿстермелле», - çирĕп каланă министр. Хальлĕхе паянхи технологисемпе усă курма тăхтаса тăраççĕ. Министр вĕсене: «Ĕнерхи кунпа пурăнсан ырантан каялла чакма пуçлатпăр», - тесе асăрхаттарнă. Елчĕк районĕнче вице-премьер «Промсервис» акционерсен хупă обществин ĕçĕпе паллашнă, апат-çимĕç сутакан лавккана кĕрсе кунта сутакан продукци хакĕсемпе кăсăкланнă. Çул çÿрев вĕçĕнче район тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.