АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ шкул пулĕ

20 августа 2010 г.

Шкул - ял управçи. Çакна Пинер ялĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский палăртнă тăрăх, 2011-2012 çулсенче кунта çĕнĕ шкул хута каймалла. Унăн проектне хатĕрлеме район администрацийĕ 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле каласан çĕнĕ шкула хăпартма 90 миллион тенкĕ кирлĕ. Çĕнĕ шкул уçăлни çывăхри ялсенчи ачасене кунта пахалăхлă пĕлÿ илме май парĕ. Ăна вара Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1968 çулта Мехикăра иртнĕ XIX-мĕш Олимп вăййисенче бокс енĕпе чемпион ятне тивĕçнĕ В.Соколов ятне парасшăн.

Çулсерен шкул пурлăхпа техника базине пуянлатсах пырать. Пуçламăш классенче вĕренекенсем валли Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетме спорт инвентарĕ туяннă. Шкул территоринче скважина чавса шыв кĕртнĕ.

Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский палăртнă тăрăх, шкулăн малашлăхĕ пысăк. Эппин вĕсене çав тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика