20 августа 2010 г.
Кашни шкулăн хăйĕн историйĕ, аталанăвĕ. Архив материалĕсене тишкернĕ май, вĕсенчен чылайăшĕ чиркÿ çумĕнче йĕркеленсе кайнине пĕлме пулать. Акă Пинер шкулĕ пирки те çакнах палăртма пулать.
1892-1893 çулсенче Пинерте нимĕнле шкул та пулман. Вăтакасри чиркÿ çумĕнчи прихут шкулне пурте пĕлÿ пухма кайма пултарайман. Чухăн пурăнни, çиме çăкăр çитсе пыманни хресчене хутла вĕренме пысăк чăрмав кÿнĕ. Унччен Вăтакас ялĕ «Янцыбулово» ятпа шутланса тăнă. Çак ялта уçăлнă прихут шкулĕнче 3 çул вĕренмелле пулнă. 1918 çулта асăннă шкула Вăтакасри ĕç шкулĕ ят панă. 1924 çултан пуçласа вара Вăтакасра пуçламăш шкул йĕркеленет, кунта ачасене çырма, вулама вĕрентнĕ. Ытларах вара кĕлĕсем ăссăн вĕреннĕ. Асăннă шкулта пуян çынсен ачисем кăна вĕренме пултарнă, чухăннисем вара хутла пĕлмесĕрех юлнă.
Пинерти шкулта пĕрремĕш вĕрентекен пулса Мария Дмитриевна ĕçленĕ. Вăл Пысăк Енккассинчи çил арманĕ тытакан хĕрĕ пулнă. Пĕрремĕш вĕренекенсем П.Миронов, В.Сидоров, Н.Захаров тата ыттисем те пĕлÿ пухнă. Вĕсем Сайваллов Кирилл çуртĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕрентекен пулса Е.Федоров ĕçлеме тытăнать. Пинертен пĕрремĕш учитель пулса Н.Петров вăй хурать.
1925 çулта çĕнĕ шкул хăпартма тытăнаççĕ. 1929 çулта çак ĕçе вĕçлеççĕ. Патшалăх ăна хута яма 55000 тенкĕ уйăрнă. Шкул заведующийĕ пулса В.Нимаков ĕçлеме пуçлать. Ун чухне 4 класлă шкул шутланнă вăл. 1930-мĕш çулта вара 5-мĕш класс уçăлать. Çав вăхăтра шкул çуртĕнче радио калани ял халăхĕшĕн пысăк савăнăç пулнă. Чылайăшĕ каçхине ятарласа радио итлеме килнĕ. 1931 çулта çак шкула колхоз çамрăкĕсен шкулĕ ят панă. Кунта вара 12 ялтан пĕлÿ пухма çÿренĕ. Вĕрентекенсем пулса К.Павлов, А.Андроников, Н.Мурзаков, Е.Сотнезова, В.Савушкина, З.Рожкова, П.Риков, Г.Емешов, Н.Нимаков, К.Данилов, Ф.Антонов ĕçленĕ.
1932 çулта заведующи пулса В.Савушкина ĕçлеме тытăнать. Анчах та вăл кунта нумаях пулмасть, ăна Вăрмар район судне ĕçлеме куçарсан, шкула Н.Степанов ертсе пыма тытăнать. Кĕске вăхăтра кунта заведущисем улшăнсах пыраççĕ. Çак должноçра М.Зарев, И.Васильев, К.Павлов, Г.Егоров ĕçлеççĕ.
1960 çултан пуçласа 1966 çулччен И.Петров шкул директорĕ пулса тăрăшать. 1961 çулта вĕрентекенсен тата шкул ачисен вăйĕпе 4 класлă шкул хăпартма тытăнаççĕ. Ял Совечĕн председателĕ П.Еремеев, «Победа» колхоз председателĕ А.Салтыков çак парахатарлă ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Чылай çул завуч пулса М.Егорова тăрăшса вăй хурать. 1983 çулта вара çак ĕçе Ф.Нимаков пурнăçлама тытăнать.
1984 çулта шкулта юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Кунта котельнăй, пуçламăш шкулăн виçĕ класлă çурчĕ хута каять. 1965-1970 çулсенче 400-420 ача вĕреннĕ пулсан, 1990-1991 çулсенче вара 200 ача кăна. 2001 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа шкул директорĕнче Г.Боредский ĕçлеме пуçлать. Вăл асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче 24 çул вăй хурать.
Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă, аслă пĕлÿ илнĕ вĕрентекенсем, инженерсем, юристсем, офицерсем, спортсменсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем чылай. Вĕсенчен Олимп вăййисен чемпионĕ В.Соколов, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнисем: Н.Григорьев, К.Якимова, С.Нимаков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чылай çулсем хушши педагогикăпа психологи кафедрин заведующийĕнче тăрăшса вăй хунă В.Кириллов, истори наукисен кандидачĕ В.Корольков, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра редактор пулса ĕçленĕ А.Казанов çыравçă тата ытти чылай ятлă-сумлă çынсем тухнă.