АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ вăрçă участникĕ

17 августа 2010 г.

Хамăр хушăрах мĕн чухлĕ пултаруллă та паттăр çынсем тухни пирки пĕлейместпĕр те. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Иванович Каланов.

1900 çулхи майăн 1-мĕшĕнче çуралнăскер 1913 çулта ялти 4 класлă шкула пĕтернĕ. 1919 çулта салтак ячĕ тухнă, Çĕрпÿрен Екатеринбург хулине тухса кайнă. Урал тăрăхĕнче ун чухне лару-тăру çăмăл пулман. Халĕ Колчак адмирала мухтаççĕ. Чăн та вăл Раççейшĕн ыррине тума тăрăшнă пулĕ, анчах революципе Граждан вăрçисем ахальтен тухман-çке. Унăн çарĕпе, шурă чехсемпе çапăçма тивнĕ çак хушăра Дмитрий Ивановичăн. 1922 çулта официаллă майпа Граждан вăрçи пĕтнĕ теççĕ. Çав çулах пирĕн ентеш тăван Кивĕ Вĕренере таврăнать, мирлĕ ĕçе тытăнать. Кил-хуçалăхĕнче, каярах Молотов ячĕллĕ колхозра тимĕрçĕ пулса тăрăшать.

Лаша урапи те тикĕс кусмасть те - пурнăçра çĕр пăрăнăç. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансассăн ăна 1941 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Чăваш ятне фронтра яман вăл - хаяр çапăçусенче 4 хут аманнă, «Паттăрлăхшăн» медале, Мухтав орденĕн 3-мĕш степеньне, ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Дмитрий Иванович каласа панинчен:

Саккăрăн разведкăна кайрăмăр, тăшман снайперĕ лайăх «ĕçленине» кура каялла килме иккĕн тухрăмăр. Аманнă май, ир еннелле тин тăна кĕтĕм. Траншея тăрăх утатăп, кĕпер умне çитрĕм - тепĕр енче пĕчĕк çутă куратăп. Çав вăхăтрах масхалат тăхăннă 12 нимĕç пирĕн енчен фронт тепĕр енне каçса кайрĕç. Кĕпер айне анса пытантăм, çав вăхăтрах çак еннелле автомат çакнă нимĕç салтакĕ килнине куртăм. Йытта - йытă вилĕмĕ. Хамăр енне каçсан пĕр салтак чарчĕ, сăран курткăллă офицер допрос турĕ, кĕпер пурри çинчен ыйтса пĕлчĕ. Çакăн хыççăн кăна госпитале çитрĕм.

... 1945 çулта çĕнтерÿçĕ салтак тăван яла таврăнать. Кунта тепĕр кăсăклă самант çинчен асăнса хăвармасăр май килмест. Дмитрий Иванович хăйсен ялĕнчи А.Васильевпа пĕр кун вăрçа тухса кайнă пулнă, таврăнасса та вĕсем пĕр пуйăспах, анчах тĕрлĕ вакунсенче таврăннă. Тĕлĕнмелле - çул çинче темиçе талăк кайнă пулсан та, пуйăс çинчен ансан кăна тĕл пулнă.

Мирлĕ пурнăçра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимĕрçĕ лаççинче тăрăшать, тĕрлĕ грамотăсемпе медале те тивĕçет. Паянхи кун тĕлне вăл пурнăçран уйрăлнă пулсан та, ял халăхĕ ăна паянхи кунчченех ырăпа асăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика