АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăру çине шанăçпа пăхса вăй хурсан ăнăçу пулатех

17 августа 2010 г.

Чулкас ял тăрăхне 4 ял кĕрет: Чулкас, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр, Ямпай. 744 хуçалăхра пурĕ 2014 çын пурăнать, 72-шĕ вăхăтлăха килсе каякансем (дачниксем). Чулкас ялĕнче 416 хуçалăх , çав шутра 33-шĕ дачниксем - пурĕ 1118 çын, Анаткасра - 138 хуçалăх, 8-шĕ дачниксем, 357 çын пурăнать, Кивĕ Мăнтăрта - 107 хуçалăх, çав шутра 25-шĕ дачниксем - 223 çын, Ямпай ялĕнче 83 хуçалăх, çав шутра 6-шĕ дачниксем, 246 çын пурăнать.

Ялпа - мирпе, пуринпе пĕрле

Кашнин хăйĕн шухăшĕ, кăмăлĕ, хуйхи, савăнăçĕ, характерĕсем те тĕрлĕрен. Чулкас ял территоринче пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттернĕ Таса Троица чиркĕвĕ вырнаçнă, унăн настоятелĕ Владимир атте - Владимир Александрович Байгушев. Хальхи вăхăтра унта Турра ĕненекенсем кăмăллăнах çÿреççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, ун çумĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿремелли ача сачĕ, «Юность» самбо енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культурăпа кану çурчĕ, модельлĕ библиотека, РФ Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Вăрмарти хушма офисĕ çумĕнчи уйрăмĕ, райпон икĕ лавкки пур.

Анаткас ялĕнче вара пуçламăш классене вĕрентекен шкул, клуб, модельлĕ библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ, райпон пĕр лавкки, Ямпай ялĕнче клуб, Кивĕ Мăнтăрта - пуçламăш классене вĕрентекен шкул, ялти клуб, райпо лавкки, фельдшер пункчĕ ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Кăçалхи çанталăк ытти çулхисенчен уйрăлса тăнă май, йĕри -тавра пĕве пĕвелени - ăçта пыратăн - çавăнта шыв тата пушар пирки сăмахлаççĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем вара çак тапхăрта яваплăха туйса, кирлĕ мерăсем йышăнмаллине халăх хушшинче сарассипе аван ĕçлерĕç, тĕрлĕрен мероприятисем пурнăçларĕç. Сăмахран, ирхине кĕтÿ хăваланă вăхăтра кашни ялтах халăхпа тĕл пулса калаçнă, пушар таврашĕ килсе тухас пулсан харпăр хăйне мĕнле тытмаллине, ăçта шăнкăравласа пулăшу ыйтмаллине вĕрентсе калаçу ирттернĕ, вăрмансемпе катасене сăлтавсăр тухса çÿремелле маррине тата унта кăвайт чĕртме юраманнине каласа ăнлантарнă. Шăрăх çанталăк халăх умне икĕ енне кăларса тăратрĕ темелле: пĕр енĕ - чăтăмлăха тĕрĕслет, тепри вара, ĕмĕрĕпех юшкăнпа тулнă пĕвесене типĕтсе, тасатма майсем туса пачĕ. Хăш-пĕр чухне инкекрен те телей тума пулать тенĕ пек, кăçал пĕвесем типсе ларнипе усă курма питех те меллĕ пулчĕ. Чулкассем вара çакна тĕпе хурса ялти пĕвесемпе çăл куçсене тасатма тытăннă. Сăмахран, Чулкас ялĕнчи чиркÿ енчи пĕвери юшкăна тасатса, тарăнлатса виçĕ каскадпа пĕвелерĕç. Халĕ шăрăх пулсан та шывĕ пăчăртанса тухма тытăннă та ĕнтĕ. Çак пĕверен аякрах та мар тепĕр пĕвене тасатса тирпейленĕ. Чулкас ялне иккĕлле пайлакан çырмара, ĕлĕк выльăхсем ĕçмелли пĕве пулнăскере, пĕвеленĕ. Çитес çул кунта шыв тулса выльăхсем валли тăрă шыв пулĕ.

  •  2014 çулта ялти чиркÿ уçăлни 200 çул çитет. Çак вăхăт тĕлне чиркÿ умне çитекен çула юсама тĕллев лартнă. Халĕ вара пуçламăшĕ пур тесен те юрать, çулăн йывăртарах вырăнĕсене дамбăран тытăнса чиркÿ умне çитиччен - вакă чул сарса тикĕсленĕ. Каласа хăвармалла: кăçал августăн 25 - мĕшĕнче Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕн кирпĕч çуртĕнче кĕлĕсем ирттерме пуçланăранпа 196 çул пулĕ. Ăна чиркĕве çÿрекенсен укçи - тенкипе хăпартнă. Хăй вăхăтĕнче Чулкас прихутĕнче Таса Гурий тăванлăхĕн 2, земствăн 1, хутла верентекен 2 шкул ĕçленĕ. Чулкас, Чупай, Çĕнĕ Кавал, Арапуç, Кивĕ Вăрмар, Кĕлкеш, Анаткас, Ямпай тата ытти çывăхри ял çыннисем çÿренĕ. Чиркÿн ĕлĕкхи сăнĕ паян кун та упранса юлнă. Районта пурăнакан чылай çын Чулкаса паян кун та Сĕнтĕр ятпа асăнать. Çакă ахальтен мар, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче ял Чулкас тата Сĕнтĕр ялĕсенчен тăнă.

К.Маркс урамĕ пуçланнă çĕртен 1 километр малалла асфальтлă çул сарса хăварас ĕçе тытăннă та ĕнтĕ. Çавăн пекех çитес вăхăтсенче Анаткаспа Мăнтăр ялĕсенчи пĕвесене те тасатса тирпейлеме тĕллев лартнă вĕсем. Кивĕ Мăнтăрта шыв башни çук - çăлпа тарасасем кăна. Ку ялта пĕлтĕр икĕ тарасана тасатса тирпейленĕ, çитес вăхăтсенче ял вĕçĕнче кÿлĕ тăвасшăн.

Ямпай ялĕнче пĕр тараса çĕнĕрен чавнă, çулсене вакă чулпа сарнă.

Анаткас ялĕнчи клуба пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн юсаса пыраççĕ. Иртнĕ çул кантăкĕсене пластикран лартнă, кăçал шалти юсав ĕçĕсене тума хатĕрленеççĕ. Çак ял варринчи, тахçантанпах ял халăхне канăç паман, кĕпере те тĕпренех юсаса çĕнетнĕ. Çапла вара кашни ялтах мĕн те пулин çĕнни тума е киввине юсама тăрăшаççĕ Чулкассем. Пулас ăру çине шанăçпа пăхса вăй хураççĕ.

Пĕр йывăçран - пин йывăç

Чулкас ялĕн чиркÿ енчи çăл патĕнче ватă йывăç мăнаçлăн курăнса ларать. Ăна кам лартнă тесе шутлатăр эсир; Ялти ятлă сумлă çыннăн - Михаил Иванович Ивановăн ашшĕ. Пĕр йывăçран вара халĕ пин йывăç пулса кайнă çак вырăнта. Ку сăмаха ытарлăн кăна каларăм. Мишша пичче каланă тăрăх пин йывăç кăна мар кунта - икĕ пин тĕп ытла. Чăрăш, хурăн, хурама, юман, çирĕк тата ытти те илем кÿреççĕ çырмана. Хулара пулсан, тен, çакăн пек вырăна аллея та теççĕ пулĕ е пĕр-пĕр çын ятне параççĕ. Чулкассемшĕн вара ку çырмари пĕчĕк парк Мишша пичче ячĕпех пулĕ. Аслашшĕпе ашшĕн ĕçне малалла тăснă темелле Михаил Ивановича. Сывлăх лайăх пулсан татах та нумай йывăç лартасшăн-ха вăл. Кунти çăл куçне те вăлах çулсерен майласа тăнă. Витре йăтса шывĕпе çамрăк хунавсене шăварсах тăнă. Кăçал вара йывăçсене пушшех те нумай шăварма тивнĕ ăна. Вăл хăй те çак йывăç ларакан вырăнтан аякрах мар вырнаçнă урамра пурăннă. Мăшăрĕпе вăйлă кил-çурт çавăрнă, ача-пăча çитĕнтернĕ, йывăç лартнă. Шел пулин те пĕр синкерлĕ кун кил-çуртран кĕл кăна тăрса юлнă. Пушар тухса ватăлмалăх кунра Михаил Иванович çемйине инкек килсе çапнă. Вăрçă вăхăтĕнчи хĕн асапа та тÿснĕ ватă хуçăлсах ÿкмен, ачисемпе калаçса тата çамрăк хунавсем лартса чунне пусарать вăл. Мăшăрĕ - Клавдия Ивановна - вара ăна çур сăмахранах ăнланать, пур ĕçре те пулăшса пырать. Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ икĕ ветеран. «Йывăç çитĕнтересси пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхмасăр пулмасть. Ăна кашни кун шăвармалла, вĕсемпе калаçмалла, çум-курăкран та тасатсах тăмалла», - тет Мишша пичче çитĕнекен хунавĕсене çупăрласа. Çапла ача-пăчана та çитĕнтерме ансатах мар. Ивановсен çемйинче вара вĕсем виççĕн - Георгий, Семен тата Николай. Ĕçлĕ çемьере ачисем те ĕçе юратса çитĕннĕ. Виççĕшĕн те аллисем ашшĕнни пекех, çав тери ăста, мĕн тытаççĕ пурне те парăнтараççĕ, тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ теççĕ Чулкассем вĕсен çемйи пирки калаçса кайсан. Чи кирли вара пĕр ĕçрен те ÿркенмеççĕ. Аслă ывăлĕ Георгий тĕп килĕнчен аякрах та мар уйрăлса тухнă. Мăшăрĕпе кермен пек çурт хăпартса, икĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ мăнукĕсем савăнтарма тытăннă та ĕнтĕ. Кĕçĕн ывăлĕсем ашшĕсемпе тĕп килте пурăннă, инкек килсе тухнă хыççăн, халĕ юнашар Анаткас ялĕнче çурт илсе тĕпрен юсама тытăннă. Кĕçех вăл та Анаткасри пĕр урама илем кÿме тытăнĕ. Тепĕр ывăлĕ Семен та хăйĕн çемйипе ялтах тĕпленсе пурăнать. Ивановсен ывăлĕсем пĕр-пĕрне йывăрлăхра пăрахмаççĕ, тăванлăх туйăмĕ пысăк вĕсен. Вĕсем те ашшĕн юратнă ĕçне малалла тăсаççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Георгий çемйи хăйсем пурăнакан пахча хыçĕнчи çырмара йывăçсен аллейи тунă. Кунта тĕрлĕрен йывăçсем çитĕнеççĕ, çырма-çатрана çурса кайма памаççĕ.

Ÿркенмесен сăрта та тепĕр майлă çавăрса хума пулать теççĕ, ĕçлесен пурте пулать, халăх çинче ыр ят юлать.

Тинĕс хумсăр мар, халăх халсăр мар

Çак сăмахсем Кивĕ Мăнтăр ялĕнчи Ильинсен çемйи пирки каланăнах туйăнать. Саманан тĕрлĕ йывăрлăхĕсене лекнĕ пулсан та аптăраса ÿкмен, пурнăçра хăйсен çулне тупса çирĕппĕн утаççĕ, вĕсем халсăр мар, мĕн çамрăкран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Кил хуçи Николай Иосифович 14 çултах фермăра скотникре ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер шкул пĕтерсен те çак ĕçрех вăй хума тытăнать. Мăшăрĕ - Валентина Петровна та шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн, ниçта та мар - фермăна çул тытать, сысна пăхакан пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра ялти çамрăксем чылайăшĕ фермăра ĕçлеме кăмăлланă. Ĕçлесе укçа алла тытас килнĕ ĕнтĕ, хăй вăхăчĕпе ун чухнехи укçи самаях пулнă. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне фермăрах тĕл пулса пĕр çемье çавăрма тĕв тăваççĕ. Çамрăк çемьере вара кĕçех пурнăç калчисем - юратнă пепкисем - çуралаççĕ. Асли - Надежда спортпа туслă хĕрача - халĕ Санкт - Петербургра пурăнать. Тепĕр хĕрĕ Альбина - çĕвĕçĕ, ывăлĕ Альберт - монтажник, сварщик хăйĕн профессине пĕлсе пурнăçлать, Андрей вара вахтăпа ĕçлеме çÿрет. Татьяна аппăшĕ тĕпленнĕ хулара - Санкт Петербургра ĕçлет. Ачисем ÿссе çитĕннĕ вăхăтра кил хуçи зоотехник профессине илес тĕллевпе Вăрнара вĕренме каять. Ачисем те вакă, мăшăрĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр фермăра тăрăшать, сысна çăвăрлаттарасси пĕрре те çăмăл ĕç мар, тепĕр чухне çĕр варринче те ферма тухса утма тивет. Çакна курса тăма Николай Иосифовича пĕрре те çăмăл пулман, çапах та вăл чунне хытарса алла диплом илес тесе тăрăшнă. Тăрăшни сая кайман, диплом илсе хуçалăх саланса кайичченех зоотехникра ĕçленĕ. «Мăшăрăмпа пĕрле «çемье подрячĕ» меслечĕпе 700-800 пуç сысна пăхни те пулнă. Пĕрре те ÿркенмен, иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех тăрăшнă. Хăнăхнă ĕçе вара, хуçалăх салансан, хамăр тĕллĕн килти хуçалăхра маллала тăсас терĕмĕр. Малтанлăха çак пысăк ĕçе тытăнма шикленсе тăтăмăр, укçа-тенкĕ çитменни те чăрмав кÿчĕ. Юрать-ха патшалăх уйрăм хушма хуçалăх тытас тесе тăрăшакансене çăмăллăхлă майпа кредит парса пулăшма тытăнчĕ. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ, выльăх-чĕрлĕх тытма вите, сарай хăпартса лартма пултартăмăр. Сывлăх аптратмасан «Россельхозбанк» пулăшăвĕпе татах та усă курасшăн-ха, ял хуçалăх техники туянасшăн. Пĕрре те алă усса ларасшăн мар, тĕп амасен йышне татах та ÿстересшĕн. Сыснисене çитĕнтерме айккинчи çынсем кирлех мар-ха хамăрах ĕлкĕретпĕр, аш-какайне вырнаçтарма питех те йывăр, ытлашши йÿнĕ хакпа сутас килмест», - тет кил хуçи. Хальхи вăхăтра вĕсен 18 сысна ами тата 2 ăратлă аçи пур, ыттисене вăрттăнлăхра тытаççĕ пулмалла - палăртмарĕç. Эпир пынă кун тем вăрăмăш витере сысна амисем мăшлатса кăна выртатчĕç, тутăскерсем çын кĕнине те туймарĕç пулмалла. Сысна ферми тытаççĕ пулин те йĕри-тавра тап-таса та тирпейлĕ. Кил хуçи арăмĕ, Валентина Петровна, çамрăкранах тасана юратаканскер, халĕ те çав йăлана çирĕп тытса пырать. «Пăрчăкан пекех, ĕçре вăр-вар, ăна çитекенни ялта сахал», - теççĕ ун пирки ял çыннисем. Сысна усранисĕр пуçне 3 гектар çинче çĕр улми лартса туса илеççĕ. Йывăр, йывăр, йывăр тесе такама вăрçса лармаççĕ Ильинсем, пуçа чиксе ĕçлеççĕ. Чулкас ял тăрăхĕнче кун пек çемьесем татах та пур, пурне те пĕр харăс çырса пĕтерер мар, сăмахран кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне 28 çын 4120 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ, ку ĕç малалла пырать. Хĕл кунĕнче выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр тесе тăрăшаççĕ Чулкассем, сăвакан ĕнесен йышне чакарас мар теççĕ. Малашлăхсем пысăк вĕсен, тĕллевĕсем анлă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика