17 августа 2010 г.
Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Канаш тата Комсомольски тăрăхĕнче пулнă. Вырма еплерех пынипе паллашнă, районсен социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ.
Шăхасанти вăтам шкулта иртнĕ ларăва Канаш районĕнчи ял тăрăхĕсен, промышленноç тата ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, медицина, культура, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
«Пинер» обществăн апат сахал, çавăнпа мăйракаллă шултра выльăха 25 пуç чакарма йышăннă. М.Игнатьев район ертÿçисене, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене выльăх шутне сыхласа хăварма, утă-улăм республика тулашĕнчен турттарса килме чĕнсе каланă.
М.Игнатьев «Цивиль» обществăн Пайкилт фермине çитсе курнă. Комсомольски районĕнчи «Комсомольскинчи ял хуçалăх техники» обществăра типĕтнĕ çĕр улми тата пахча çимĕç хатĕрлекен цех ĕçĕпе кăсăкланнă. Министр районăн культура çуртĕнче ял тăрăхĕсен ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе, бюджет учрежденийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Ларăва Чăваш Республикин культура министрĕ Р.Лизакова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев хутшăннă.