13 августа 2010 г.
Шашка вăййин историйĕ 4 пин çулпа танлашать. Раççее вăл хăçан çитни пирки татăклăн калама çук, анчах Мускавра çĕршыв турнирĕ 1894 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче иртни паллă. Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи Кавал ялĕнче те çак вăййа юратакансем йышлă пулнă. Авалхи ялта П.Селиванов купса чăх çăмартисем упрамалли пысăк склад йĕркеленĕ. Кавал çынни К.Лапин Лондонри управляющи пулнă май (1911-1919 ç.ç.) ял халăхне шашка вăййине выляма вĕрентсе янă теççĕ. П.Селиванов та яла килсе çÿренĕ вăхăтра шашка вăййинчен айккинче тăман. Июнĕн 14-мĕшĕнче уçăлакан Кавал ярмăрккинче вăл 3-4 кун хушшинче хăйĕн приказчикĕсемпе ĕç пирки çеç калаçман, вĕсемпе шашкăлла та вылянă. Выляса яракана çамкаран çапнă. Хуçана та пĕрре кăна мар леккеленĕ теççĕ. Паллă купсапа выляма кăмăл тăвакансенчен пĕри Н.Егоров (1892 çулта çуралнă) пулнă. Анчах Кавал ялĕнчи шашка вăййисене юратакансене çÿллĕ шая çĕклекенĕ - А.Фомин. Вăл 1930 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ май, нумай хура-шура тÿсме тивнĕ унăн, анчах юратнă вăййа пăрахман. 1954, 1955 çулсенче иртнĕ Пĕтĕм Союзри ялти шашистсем хушшинчи турнирта вăл СССР чемпионĕ пулса тăрать. 1956 çулта спорт мастерĕн кандидачĕ Анатолий Петрович Таганрог хулинче вырăс шашки енĕпе ирттернĕ РСФСР чемпионачĕн финалĕнче тупăшнă. 1965 çулта иртнĕ СССР чемпионачĕн финалĕччен тепĕр 9 çул та 3 уйăх юлнă. Асăннă çул А.Фоминшăн питĕ ăнăçлă пулнă. Харьковра иртнĕ СССР çурма финалĕнче вăл чи малтисенчен пĕри пулнă, финала тухнă. Лиепайăра иртнĕ СССР чемпионатĕнче те лайăх результатсем кăтартнă. (Унта вара çĕршыври чи вăйлă шашистсем - гроссмейстерсем, спорт мастерĕсем пухăннă). 1954 çултанпа вырăс тата тĕнче шашкипе выляс енĕпе 10 хут хушши Республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ спортсмен ватлăха Улатăрти ваттисен çуртĕнче кĕтсе илнĕ, ăна унтах пытарнă. Шашка ăстин шăпи çакăн пек килсе тухни питĕ пăшăрхантарать. Малалла шашка спорчĕн аталанăвĕ çине ытларах тимлесе пăхсассăн тем пекехчĕ.