13 августа 2010 г.
«2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пирĕн районтан паянхи кун тĕлне пурĕ 15 свидетельство илнĕ. Вĕсенчен ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем - 9, çамрăк специалистсем - 6. Иртнĕ кунсенче вара Саруй ялĕнче пурăнакан , районти тĕп больницăра вăй хуракан Л.Евдокимова çемйишĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. 5 çынран тăракан çемье (вĕсем 125,61 тăваткал метр калăпăшлă çурт-йĕр хăпартаççĕ) çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма свидетельство илчĕ. Пинер ялĕнче пурăнакан, çак ялтах культура çурчĕн директорĕ пулса тăрăшакан А.Григорьева та асăннă свидетельствăна тивĕçрĕ. Вĕсен 4 çынран тăракан çемйи 132,13 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартать. Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан, «Ресурсы» Агрофирма» акционерсен уçă обществинче вăй хуракан Г.Архипова (çемьере 2 çын, вĕсем 50,0 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартаççĕ) патшалăх пулăшăвĕ илчĕ.