АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хĕрарăмĕ вăл хăй философ

13 августа 2010 г.

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатран республикипех паллă çыравçăсем, журналистсем сахал мар тухнă. Чăваш халăх писателĕ В.Алендей, А.Казанов çыравçă, Ф.Савгачев, М.Борискин журналистсем... Хушаматсене малалла та тăсма пулать, паян вара хаçатранах наука çулĕ çине тăнă çын çинчен каласа парас килет.

Хамăр районти Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Рената Васильевна Михайлова республикăри хĕрарăмсенчен чи малтан философи наукисен докторĕ ята илме тивĕç пулнă. Вăл 1950 çулхи августăн 7-мĕшĕнче йышлă хресчен çемйинче çуралнă. Унăн амăшĕ Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче, кайран колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе - Василий Михайловичпа - иккĕшĕ 7 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Рената вара çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта, Çĕрпÿ типографийĕн Вăрмарти филиалĕнче линотиписткăра ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ çине çакăнтан тухнă тесен йăнăш пулмасть. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн философи факультетĕнче вĕреннĕ. Мускав университечĕн аспирантурине вĕренсе пĕтернĕ. 1983 çулта кандидат диссертацине хÿтĕлет пултаруллăскер. 1987 çулта Рената Васильевнăна доцент ятне параççĕ. Наука тĕнчине ăнтăлакана часах Шупашкар хулинчи КПСС райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Ку должноçра вăл 1987-1988 çулсенче хăйĕн мĕнпур тăрăшулăхне парать.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ассистентран пуçласа 1995 çулта кафедра заведующийĕ пулса тăрать. Вăл академири ученăйсен канашĕн членĕ пулнă. 100 яхăн наука ĕçĕ пичетленнĕ. Вĕсенчен пĕри философи тĕлĕшĕнчен çырнă XX ĕмĕрти хресченсен пурнăçĕпе çыхăннă монографилле кĕнеке. Ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ, тавра курăмĕ, унăн малашне пурăнма мĕнле майсем шырамалла - çак ыйтусем Р.Михайловăн наука ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Р.Михайлова çынсене пулăшма яланах хатĕр. Хăйĕн шухăш-кăмăлне вăл уççăн палăртать, хушнă ĕçне тĕплĕн тума е хăй панă сăмаха çирĕп тытма тăрăшать.

Эпир ăна чăваш хĕрарăмĕсенчен чи малтан философи наукисен докторĕ ученăй степенĕ ята илнĕ ятпа ăшшăн саламласа творчествăлла ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика