13 августа 2010 г.
Çав-çавах çумăр çумасть, уй-хир культурисем сарăхса типсе пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли çимелĕх те юлмарĕ. Çапах та ĕне-выльăх кĕтÿрен выçах таврăнмасть, çĕр кăкăрĕ пур пĕрех тăрантарать. Типĕ çанталăка пула ытларах сăвакан ĕнесем аптăраççĕ, çавна пулах сĕт сăвăмĕ те палăрмаллах чакрĕ. Çакна куллен сĕт пуçтаракансем те ăнланчĕç пулмалла, сĕтшĕн ытларах тÿлеме пуçларĕç. Иртнĕ çул ку вăхăтра 1 литр сĕтшĕн 5 тенкĕ тÿленĕ пулсан, халĕ вара 12 тенке çитрĕ. Пылак шывпа танлаштарсан сĕт хакне хаклă теме çук пулсан та, килĕшмех тивет. Сĕт хакĕ хăпарни Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансене сăвакан ĕнесене сыхласа хăварма пулăшать. Сĕт сутсан вара кашни кун кĕсьере укçа пулать. Ял халăхĕ вара çакна лайăх ăнланать, çавăнпа та мĕн пур вăйран сăвакан ĕнесен йышне чакармасăр тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас тесе тăрăшать. Уй-хирти улăма рулонсем туса тÿрех кама кирлĕ çавна сутаççĕ. Пĕр рулон (150 - 200 килограмли) хакĕ 600 тенкĕ, ГАЗ-53 автомашина кузовĕпе тиенĕ 1 тонна улăма 4 пин тенкĕпе туянма пулать. Фуражлăх тыррăн хакĕ те саманан вăхăтне кура палăрмалла ÿсрĕ, сăмахран, июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна 1 тоннине 3 пин тенкĕпе туянма пулнă пулсан, паянхи кун вара çакăн чухлĕ тырă илес пулсан ытларах укçа кăларса хума тивет. Пĕтĕм расхута шута илсен паян тÿлекен сĕт хакĕ халăха тивĕçтерсех каймасть пулин те ял халăхĕ малашлăха шанма пăрахмасть.