13 августа 2010 г.
«Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрле», - тенĕ мĕн авалтан. Çакна вара вĕсем хуть те мĕне те маларахах хатĕрлесе хумаллине систерсе каланă ĕнтĕ. Акă ума çак вăхăт çитрĕ те темелле, мĕншĕн тесен çитес çул валли акмалăх вăрлăха халех хатĕрлеме тытăнмалла.
Районти хăш-пĕр хуçалăхсем вара вăрлăхлăх тырра çулталăкĕпех хатĕрлеççĕ темелле. Агротехника требованийсемпе килĕшÿллĕн кăçал туса илнĕ кĕрхи культурăсен вăрлăхĕсене çитес çул кăна акма палăртаççĕ. Çапла тусан шăтаслăхĕ те аван пулĕ. Вăрлăх хатĕрлессипе «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали», «Вăтам Энĕш» хуçалăхсем аван ĕçлесе пыраççĕ. Çак хуçалăхсемех кĕрхи культурăсене те чылайшар акса хăварасшăн. Акă, тĕслĕхрен, «Арабоси» агрофирма 2000 гектар, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики -1000, «Шигали» - 600, «Вăтам Энĕш» - 600, В.Павловпа П.Крылов фермерсем 600-шер гектар çинче акасшăн. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ пысăкраххине шута илсе ытларах вĕсемпе усă курма тăрăшмалла. Кашни çул кăçалхи пек шăрăх çанталăк пулмĕ-ха. Çăвĕпе çумăр çуманни кĕрхи культурăсене акса хăварма йывăрлăхсем кăларса тăратма та пултараççĕ. Çапах та пирĕн пуçа усса лармалла мар, çĕнĕлĕхсем шырамаллла, çанталăка майлă ĕçлеме хăнăхмалла, шăрăха чăтакан вăрлăхсене кăна акма тăрăшмалла. Элита вăрлăх туянакансене патшалăх енчен те самаях пулăшу пулĕ, сăмахран, кĕркунне акса хăвармалли 1 килограмм элита вăрлăхшăн 7 тенкĕ дотаци параççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăка шута илсе 1-мĕш репродукциллĕ вăрлăхшăн 1 килограмне 4 тенкĕ те 50 пус, 2-мĕшĕшĕн 3 тенкĕ те 50 пус субсидилеççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх кăçал çитĕннĕ тĕш тырăн пахалăхĕ ытти çулсенчипе танлаштарсан питех те начар, ГОСТ требованийĕсене тивĕçтереймеççĕ. Çавăнпа та вырăнта туса илнисенчен кăçал шанчăк сахалтарах. Танлаштарса пăхма кăна пĕр тĕслĕх илсе кăтартасшăн: кăçал пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пĕр гектар пуçне шутласан бункер виçипе 10,0 центнер тухăç тухнă, пĕлтĕр вара çак кăтарту 26,5 центнерпа танлашнă. Ку таранччен кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 7000 тонна пухса кĕртнĕ пулсан, пĕлтĕр çак вăхăтра 37000 тонна пулнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче пухса кĕртмеллисем татах та пур-ха, кăçалхи кăтарту кăштах ÿсме пултарĕ.
Çĕр ĕçченĕсене пĕрре те çăмăл мар, çапах та пуçа усмасăр, малашлăха шанса ĕçлемелле, вара тин йывăрлăхсене çĕнтерме май пулĕ.