13 августа 2010 г.
Раççей Премьер-министрĕ В.Путин алă пусса çирĕплетнĕ «Социаллă пĕлтерĕшлĕ тата куллен кирлĕ апат-çимĕçĕн пĕр пайне ваккăн сутнă чухне чи пысăк хакне палăртмалли йĕрке çинчен» йышăну вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх хăш-пĕр таварăн ваккăн сутнă чухнехи хакне чакарма е ÿстерме пултарать. Списока 24 тĕрлĕ апат-çимĕç кĕртнĕ: çăнăх, çăкăр, аш-какай, пулă, услам çу, тип çу, сĕт, çăмарта, тăвар, сахăр, хура тул, вир кĕрпи, çĕр улми, купăста, пуçлă сухан, кишĕр, пан улми... Хаксене мĕнлерех йĕркелесе тăрассине те уçăмлатнă.
Федерацин вăл е ку регионĕнче асăннă апат-çимĕçĕн хакне пĕр уйăхра 30 процент ытла ÿстернине тупса палăртсан таварăн чи пысăк хакне çирĕплетессине федераци органĕ хăйĕн çине илет. Вара Мускав палăртнă хаксене субъектра 3 уйăх пăхăнма тивет.
Пĕр уйăхра 30 процент таран ÿстерме ирĕк панă. Пысăк мар ĕç укçи илекен Чăваш Енре те 30 кунра çавăн чухлĕ хăпартма юрать.