10 августа 2010 г.
Кăçал çулла пĕтĕм çут çанталăк çумăрсăр типсе анрарĕ: çĕр пичĕ тем тарăнăш çурăлчĕ, курăк ĕнсе кайрĕ, йывăçсем те кĕркуннехи пекех çулçă тăкма пуçларĕç - çумăр пулманни нумай сиен кÿни куç кĕретех.
Августра çăлсемпе пусăсенче «шыв тарать» тенине илтме пулать. Ку чăнах та çапла. Кашни çулах çак вăхăтра пусăсенче шыв сахалланса юлать. Кăçал вара шыв типсе ларнă тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулчĕç. Ăçта кайса кĕмелле-ши çынсен;
Ĕлĕкхи йăлана аса илсе халăх тапса тăракан çăл куçсем патне туртăнать. Анчах та кашни килтех ку таранччен пусă пулнине кура тапса тăракан çăл куçсене никамах та тирпейлесе-майласа тăман. Çавăнпа та тапса тăракан шыв та туйăн тулнипе майĕпен кăна юхса выртать. Нумай çын сăмах вĕççĕн кăна вĕсене тасатмалла тет. Ĕçне пурнăçлама вара никамах та васкамасть.
Чупай ялĕнче «Туй пики» текен çăл куç пур. Ку çăла та ĕнтĕ килте пусăсем тума пуçласан пит тирпейлесе тăракан пулман. Кăçал вара кÿршĕсем пуçтарăнса çак çăла тасатса тирпейлес ĕçе хастар хутшăнчĕç. Туйăнпа тулса ларнă çăл куç пурине тасатрĕç, шыв юхса тăракан тимĕр пăрăхне майларĕç. Августăн 1-мĕшĕнче «Туй пики» çăл куçĕ патĕнче ĕç вĕресе тăчĕ. Темиçе сехетрен пăрăхран таса çăл шывĕ çĕнĕ вăйпа палкама пуçларĕ.
Çак çырмарах вырнаçнă тепĕр пусса та ĕçчен çынсем майларĕç - тулса ларнă туйăнпа тăмран тасатрĕç, пусă пурине вырнаçтарчĕç.
Çапла вара çак кун икĕ çăл çĕнĕрен уççăн «сывласа ячĕç». Ку ĕçе пурнăçа кĕртме çак çынсем сахал мар вăй хучĕç - В.Алексеев, Г.Вавилов, Ю.Тимофеев, С.Иванов тата ыттисем те.
Çак çынсене чун-чĕререн тав тăвас, çĕре çити пуç таяс килет. Пирĕн тĕнчере çакнашкал çынсем пурри савăнтарать, чĕрере шанăç çуратать.