10 августа 2010 г.
Елизавета Николаевна Николаева 1908 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Аслă Чак ялĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă - кил хушшинчи пĕр ĕçрен те пăрăнман темелле. Ялти шкулта тăватă çул пĕлÿ илнĕ хыççăн малалла вĕренеймен, майĕ те пулман - вăхăчĕ асар-писер тăнă-çке.
Ашшĕ, Николай Осипович Сапожников, хушаматне кура алă ĕçне ăста пулнă çав: атăçă, платник, çĕвĕçĕ, пахчаçă тата ытти тем те пĕр те. Ĕç ăслайĕсемпе пултарăвĕсене, паллах, ачисене хăнăхтарнă.
Амăшĕ, Вера Ивановна, вырăс хĕрарăмĕ пулнăскер, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе икĕ чĕлхене те: чăвашла та, вырăсла та юратса вĕренме хистесех тăнă. Çавăнпах пуль, шкулта вĕреннĕ чухне мĕн ăс панине ăша хывнă, малалла ăнтăлма хавхаланнă.
Лисук мĕн пĕчĕкрен питĕ чĕрĕ ачан çитĕннĕ: юрлас, ташлас енчен пĕртте аптăраман темелле. Пултаруллă тантăшĕсем хушшинче янăравлă сассипе ыттисене тĕлĕнтерсе тăнă.
Пĕррехинче, спектакль лартнă чухне, Порфирий Андрицов каччăпа паллашать. Килĕшет çамрăк: япшар, чĕлхи çыпăçуллă. Часах вĕсем пĕрлешеççĕ. Мăшăрĕ - ăста çын иккен, алă ĕçĕпе тăрăшсах тем те, тем те ăсталама пултарать. Çавна кура ĕнтĕ, вăрçă пуçлансан Пурхиле Саратов хулине çар заводне чĕнтереççĕ, унта вăл вăрçă пĕтичченех фронт валли кирлĕ япаласем хатĕрлесе тăрать.
Пурхилпе Лисукăн тăватă ача çуралнă. Асли, Петĕр, 1935 çулта кун çути курнăскер, кĕтÿç те пулнă, тĕрлĕ япала турттаракан автомашина водителĕнче те ĕçленĕ. 71 çула çитнĕ вăл.
Хĕрĕ - Нонна - повар ĕçне суйласа илнĕ. Шупашкарта 19-мĕш номерлĕ столовăйĕнче поварта тăрăшнă. Вăталаххи, Надя, 20 çул ытла троллейбус водителĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене чунтан пурнăçланăран ĕçтешĕсем юратнă ăна, çавăнпах-тăр тĕрлĕ награда чылай унăн. Вăл халĕ тивĕçлĕ канура. Ывăлĕсем, Петĕрпе Леонид, водительсем. Тăван çĕрпе çыхăнăва татмаççĕ вĕсем.
1998 çулта Лисук аппа Шупашкара пурăнма куçать. Унăн 9 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем. Вĕсем кашниех пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, юратнă ĕçĕсенче тăрăшаççĕ.
Лисук аппа ĕмĕрĕ тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине пăхăннă, яланах хусканура пулнă. Никама та ăмсанман, никама та кĕвĕçмен, никама та начар туман. Шел, сывлăхĕ япăхланнă. Лисук аппа начар илтме, начар калаçма пуçлать. Вырăнпа выртать. Юрать-ха, юнашар хĕрĕсем - Надя, Нонна. Вĕсем пăхса тăнипе Турă пулăшнипе Лисук аппа пĕр ĕмĕре яхăнах пурăнса çитрĕ.
Елизавета Николаевна 2008 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлчĕ, тепĕр çирĕм пилĕк кунтан вăл 100 çул тултармаллаччĕ.