АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри - яла, тепри - хулана

10 августа 2010 г.

ВЦИОМ ĕçченĕсем пулăшнипе кăçал Раççей ял çамрăкĕсен канашĕ социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Кăтартусем тăрăх, яшсемпе хĕрсен пурнăç планĕсем тĕрлĕрен. Чылай çамрăк (48,8 процент) хăйĕн кун-çулне ялпа çыхăнтарасшăн мар. Çав вăхăтрах 35,9 проценчĕ унта пурăнасшăн, йăва çавăрасшăн, алла професси илсе яла таврăнасшăн.

Хăйсен пурнăçне ялта ирттерес текенсен хушшинче арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, ытларах. Тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăк çак ыйтăва расна хуравлать. 21 çултисем (66,5 процент) ялтан тарасшăн. Ку ÿсĕмрен аслăраххисем вара урăхла шухăшлани палăрать. Акă 25-30 çулхи çамрăксен виççĕмĕш пайĕ (33,5 процент) çеç хулана пурăнма каяс шухăша пăрахăçламасть. Хула пурнăçне килĕштерекенсем палăртнă тăрăх, ялта çамрăкшăн малашлăх çук.

Тĕпчев кăтартнă тăрăх, яшсемпе хĕрсем ял çамрăкне пулăшас тĕллевпе ĕçлекен федераци, регион программисем пирки япăх пĕлеççĕ. Ыйтса пĕлнĕ çынсен 80 проценчĕ вĕсем çинчен пачах та илтмен. Ял çамрăкĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, хăйсен пурнăçĕпе кăмăллă. Респондентсен 90 проценчĕ телейне кунта тупнă.

Ял çамрăкĕсем хăйсем валли общество организацийĕ йĕркелемеллине пĕлтереççĕ. Яшсемпе хĕрсене çак ыйтусем канăç памаççĕ: ялта ĕç вырăнĕсем пулманни, канăва тĕрĕс йĕркелеменни, çирĕп пĕлÿ, воспитани илме май çукки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика