10 августа 2010 г.
ятпа июль уйăхĕнче Сочи хулинчи Лоо поселокĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасен пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасене хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕмĕтленме, илеме курма, харпăр хăй шухăшне çын умне кăларма, пуçарулăхпа ăсталăха вĕрентесси тата пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхтарасси, тĕрлĕрен теттесене туса кăларма тытăннин историйĕсемпе, халăх пултарулăхĕпе, çавăн пекех ал-ĕç ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарасси пулнă.
Çак конкурса районти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен К.Загриевапа Я.Казакова хăйсен руководителĕсемпе - С.Матросовăпа О.Васильева хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем кантăк çине ÿкерчĕксем туса тата кантăкран тунă япаласене илемлетессипе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çак ăсталăха вĕсене Киров хулинчи О.Свиридова вĕрентнĕ. Ачасем конкурса хутшăннă май вĕсемпе пĕрле кайнă вĕрентекенсем те учительсен Пĕтĕм Раççейри слетне хутшăннă. Çак вăхăтра вĕсем ăсталăх класĕсенче, семинарĕсенче пулнă, çавра сĕтеле хутшăннă. Кунта Раççейри тĕрлĕ регионсенчи чи ăста педагогсем хутшăннă. Конкурса активлă хутшăннă ачасемпе педагогсем пурте дипломсемпе тĕрлĕрен сувенирсене тивĕçнĕ. Раççейре ăстасем пĕтмен-ха, вĕсем аталанса та аталанса пыраççĕ, пултарулăхĕ ăруран ăрăва куçать.