10 августа 2010 г.
...Н. ялĕнчи магазина автомашинăпа тавар илсе килчĕç. Сутуçă илсе килнĕ япаласене хăвăрт йышăнса юлчĕ те магазина хупса килнелле уттарчĕ.
Магазинра шав пуçланчĕ.
- Мĕн пĕрмай çутатса ларатăн? - ятлаçма тытăнчĕ пылак шыв кĕленчи.
- Мĕнех вара? - хуравларĕ юнашарри.
- Ара, каç пулчĕ, тулта тĕттĕмленчĕ ĕнтĕ, - тет харкашу пуçараканни.
- Маншăн пулсан пĕрех, эпĕ яланах кирлĕ. Ахальтен мар «çутти» теççĕ мана, хисеплеççĕ апла. «Çуттине» парăр-ха теççĕ. Вăт, пĕлетĕн-и ĕнтĕ мĕншĕн çутатнине?
- Ман шутпа, санăн çутту нимĕн тума та кирлĕ мар, ав, хĕвел çутатать те, пĕтĕм тĕнчене ăшă, çĕр çинчи чĕрĕ чунсене пурнăç парать. Сана укçапа илсе ĕçеççĕ те, нумайăшĕ вилеççĕ, ухмаха ереççĕ е çемйисем арканаççĕ, автоаварисем тăваççĕ, вăрлама каяççĕ. Нумаях пулмасть Пилешкассинчи Уçтăк çур литр «çуттине» ĕçнĕ те картишĕнчех кăнса выртнă, - калаçăва малалла тăсать пылак шыв кĕленчи.
- Ара ăшши пирĕн те пур-ха вăл. 40 градус, - ответлерĕ шанăçлăн лешĕ.
- Эпир, акă, пылак шывсем, çынсене ытларах усă кÿретпĕр. Сана ĕçсен пуç минрет, пире ĕçсен вăй кĕрет. Организма кирлĕ витаминсем нумай пирĕнте, эпир, пылак шывсем, çынсене пурнăç паратпăр, сывлăхлă тăватпăр. Сывлăхлă çын нумай пурăнать. Чи хакли ку. Ăса сутса ĕçсен...
- Эсĕ, пылак шыв, эрехе пурнăçран кăларасшăн мар пулĕ те?
- Ăслă-тăнлă, сывлăхлă, вăйлă, ĕçчен арçынсем кирлĕ-çке-ха пире. Арçынсемсĕр пурнăç йывăр. Эрех-сăрапа анратас марччĕ вĕсене малашне, упрасчĕ, - тесе вĕçлерĕ хăй калаçăвне пылак шыв кĕленчи. «Çутти» вара нимĕн те шарламарĕ.