АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вĕçне çитерни паха

06 августа 2010 г.

Пурин асĕнчех-ха Республика кунĕ умĕн мĕнле чаплă лару-тăрура Вăрмарти чукун-çул вокзалне уçни. Çĕршер-çĕршер çын çак кун кунта пухăннăччĕ. Ăна уçма ЧР Президенчĕ Н.Федоров, «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Горький чукун çулĕн филиалĕн пуçлăхĕ А.Лесун РА-2 дизель пуйăспа Канаш станцийĕнчен Вăрмара çитрĕç. Вĕсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, «Суор» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ В.Ермолаев тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Ку ахальтен мар, «СУОР» Вăрмарти чукун çул вокзалне хута ярас ĕçре пысăк тÿпе хыврĕ. Çавăн пекех ун çывăхне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç кунта вăй хуракансем. Çак кунсенче вара Д.Прокопьев прораб ертсе пыракан бригада вокзалтан килекен 490 метрлă канализаци трассине тасатассипе тата тарасасен люкĕсене улăштарассипе ĕçлерĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика