АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пархатарлă тивĕç

06 августа 2010 г.

Строитель кунĕ çывхарса килнĕ май тĕнчери чи мирлĕ професси ĕçченĕсем пирки каласа кăтартни çав тери меллĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Н.Зайцев директор ертсе пыракан «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕплĕнрех паллашар-ха. Хамăр районта çеç мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлекен коллектив малалла аталанать, çĕнĕ çуртсем çĕклет, хитре те ăшă, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерет.

- Николай Владимирович, çапла ятарлă каларăш пур: «Турă çĕр çинче этеме çуратнă, ыттисене вара пĕтĕмпех строительсем тунă». Эсир ертсе пыракан коллектив районта çеç мар, республикипе паллă. Юлашки çулсенче поселок сăн-сăпачĕ палăрмаллах лайăх еннелле улшăнчĕ, капмар та илемлĕ çуртсем ăна сăн кÿреççĕ. Çакăнта чи пысăк тÿпе хывакансем, паллах, строительсем. Вулакансене хăвăрăн курăмлăрах ĕçĕрсемпе паллаштарăр-ха.

Тавах ырă сăмахсемшĕн, вĕсене пирĕн ылтăн алăллă строительсем чăннипех тивĕçлĕ. Хамăрăн ĕçсем çинчен вара ытлашши нумай калама та кирлĕ мар пулĕ: пирĕн пур ĕç те яланах халăх куçĕ умĕнче. Çуртсем хăйне евĕр архитектура палăкĕ пулса ĕмĕрлĕхех юлаççĕ. Çынсене кил ăшши тупма пулăшнипе пĕрлех строительство организацийĕ халăха кирлĕ ытти учрежденисене çĕклес-юсас енĕпе тăрăшать. Вăрмарти поликлиника, Пысăк Енккассинчи çемье врачĕн офисĕ, тĕслĕх библиотека - пысăк пахалăхпа вĕçленĕ объектсенчен пĕрисем.

Пурăнмалли çуртсем туни хальхи тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçланă самантра уйрăмах паха та палăрăмлă, калăплă та. Çав вăхăтрах эсир социаллă объектсем тăвасси çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăратăр.

Пурнăç ыйтăвĕ-хистевĕнчен юласшăн мар эпир. Ку енĕпе те мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçлатпăр. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Унсăр пуçне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта урайне çĕнĕрен улăштаратпăр. Кунти ача сачĕн çивиттине витрĕмĕр. Халĕ тепĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта - культура çуртне – юсас ĕçе пуçăнтăмăр. Вăрмар райповĕн универмагне çĕнĕ сăн кĕртес ĕçре те тăрăшатпăр. Кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче те пирĕн ăста алăллă рабочисем ЗАГС пайне хăтлăх кĕртеççĕ.

Район администрацийĕпе таччăн çыхăнса çулсеренех пурăнмалли социаллă çурт-йĕр тăватпăр. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн Порфирьев урамĕнче 28 хваттерлĕ çурта хăпартрăмăр. Халĕ çак çуртран аякрах та мар тепĕр 28 хваттерлĕ çурт хăпартас ĕçе пуçăнтăмăр.

– Пахалăх пĕтĕм коллектив тăрăшулăхĕнчен, унăн ĕçне тĕрĕс те пĕлсе йĕркеленинчен килет.

Эпир хамăрăн клиентсене çакăн пек сăмах панă: хваттерсем лайăх пахалăхлă пулмалла. Урăхла каласан, Европа шайне тивĕçтермелле. Çурт-йĕре палăртнă вăхăтра туса пĕтерме тĕллев лартатпăр. Çакă пурнăçа кĕрсе пырать.

– Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать, - тенĕ ваттисем. Сирĕн коллектив вăйĕ те пĕрлĕхре пулĕ...

Чăннипех те çапла. Пĕрлехи ÿсĕмсемшĕн коллективри 60 çынран кашниех çанă тавăрса ĕçлет. С.Иванова, И.Андреева, Л.Никифорова, Л.Недерова штукатур-малярсем ĕçе пĕлсе пурнăçлаççĕ. Вĕсем професси уявне - Строитель кунне - ĕçри сумлă çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.

Обществăн администрацийĕ ячĕпе эпĕ коллективри мĕн пур ĕçчене Строитель кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп. Эпир вара, Вăрмар строителĕсем, яланах хамăр тивĕçе чыслăн пурнăçлама тăрăшăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика