АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхи шÿтлет - алли ĕçлет

06 августа 2010 г.

«Романтика» лагерьте канакан ачасен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Шăл тухтăрĕсенчен ачасем вара ытларах шикленеççĕ, ятарласа больницăна илсе каймасан хăйсем тĕллĕн каймасăр тăраççĕ. Лагерьте канакансен шăлĕсене вара кунта килсех тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслекенĕ - Пысăк Енккассинчи çемье врачĕн офисĕнче шăл техникĕ пулса тăрăшакан Алевтина Виссарионовна Васильева. Ĕçре кал-кал та маттур хĕрарăм 20 çул хушши стоматолог пулса вăй хурать. Çак вăхăт хушшинче пуян опыт пухнă ĕнтĕ вăл. Миçе çыннăн шăлĕсене тĕрĕслесе, юсаса ямасть-ши вăл кунсерен! Çак ял тăрăхĕн участокне кĕрекен ялĕсем те сахал мар ĕнтĕ. Апла пулсан çыннисем те лагерьте тĕрĕсленĕ хыççăн вăл шăлĕсене юсаттармалли ачасене çемье врачĕн офисне килме чĕнет. Вĕсене лагерьтен ятарласа пуçтарса шăл юсама илсе каяççĕ. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен Алевтина Виссарионовнăран пациентсем те хăрамаççĕ. Шÿтле - шутлех вăл хăйĕн ĕçне тăвать, çапла канакан ачасем те сывлăхне туллин çирĕплетĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика