03 августа 2010 г.
Июлĕн 30-мĕшĕнче ЧР Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтернĕ М.Игнатьев «2010 çулта типĕ çанталăка пула инкек тÿсекен ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшмалли мерăсем» темăпа йĕркеленĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Зубков ирттернĕ.
Тÿрĕ калаçура М.Игнатьев типĕ çанталăка пула 611 предприятипе хресчен-фермер хуçалăхĕ синкер тÿсни пирки пĕлтернĕ. Пахча çимĕç тата тĕш тырă ÿстерес енĕпе пулнă тăкак 3,4 млрд тенкĕпе танлашать.
Республикăра кăçал 54,5 пин гектар çĕр улми лартнă. Çумăр çав-çавах çуманран çимĕç тухăçĕ пĕчĕк пулĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле тăкак 5,7 млрд тенкĕпе танлашать. «Ял хуçалăхĕнче паян хĕрÿ ĕç пырать: тырă лаптăкĕн çуррине пухса илнĕ, çавăнпа пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Пирĕн тĕллев - куккурус пухса илме тата выльăх апачĕ ытларах хатĕрлеме майсем туса парасси», - палăртнă М.Игнатьев. Вăл çĕршыври ытти тăрăхри пекех Чăваш Енре те выльăх йышĕ чакса пынине çирĕплетнĕ.
Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен хуçалăхсем тÿсекен тăкакăн пĕр пайне саплаштармашкăн хушма укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра регион лизингĕ тĕлĕшпе парăмсен тытăмне улăштарас ĕç пырать. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров хушнипе республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртме палăртнă.
Селектор канашлăвĕ вăхăтĕнче Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ татса паман ыйтусене те хускатнă. Сăмахран, вăл вак хуçалăхсене - вĕсем Чăваш Енри кашни тăваттăмĕш çемье - выльăх апачĕ валли тĕш тырă кирлине каланă. Çавна май патшалăх хысна предприятийĕ - Чăваш Ен Апат-çимĕç фончĕ килти хушма хуçалăхсене ятран пулăшу парĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Зубков М.Игнатьева Чăваш Ен Президенчĕн полномочийĕсене панă ятпа саламланă. Вăл çапла палăртнă: «Республикăра лайăх ĕçлекен тата халăха пулăшакан хысна предприятийĕсем туса хуни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ».
«Çĕршывра апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен çитменлĕх пулмалла мар. Кĕске вăхăтра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле, шăрăх çанталăк пулман регионсемпе выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянасси пирки талмалла», - тенĕ Виктор Зубков.
М.Игнатьев селекторлă канашлăва хутшăннисене ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлемеллине палăртнă. Вăл çавăн пекех ял хуçалăх организацисемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ хатĕрленисĕр пуçне уйрăм кил хуçалăхĕсен те ку енĕпе пысăк тăрăшулăх кăтартмалла, çавна май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кашни уйрăм кил хуçалăхĕсемпе активлăрах ĕçлемеллине палăртнă.