АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулсен ас тăвăмĕ

03 августа 2010 г.

Тĕлĕнетĕп Вăрмар тавра пĕлÿçисенчен: никам хистемесĕрех, никам хушмасăрах, хăйсен вăйĕпе ăс-пурлăх пуянлăхĕ хатĕрлесе кăларассишĕн тимлеççĕ. Кашни ялтах, кашни шкултах пур вĕсем: тăван тавралăх кун-çулне тĕплĕнрех тĕпчесчĕ, кашни историллĕ пулăма çырса хăварасчĕ, ырă ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе палăрнă ентеш пирки статья е тĕрленчĕк пичетлесчĕ тесе тăрăшаççĕ. Тепĕр-тепĕр районта 2-3 тавра-пĕлÿçĕ ятне çеç пĕлетĕн, Вăрмар тăрăхĕнче вĕсем теçетке ытла.

«Это было недавно, это было давно...» тесе ят панă В.Алексеев аса илÿ кĕнекине. Валерий Алексеев тесен Вăрмарсемшĕн тен, тÿрех палласа илейми ят пулĕ-ха, ара, сахал-им Алексеевсем хамăр тăрăхра. Эппин, тĕплĕнрех калам-ха:Валерий Алексеевич Алексеев 1976-1987 çулсенче Вăрмар КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. Хальхи пек каласан, пĕтĕм районшăн яваплă çын пулнă. Вăл вăхăтсене хуть те мĕнле хакласан та, суймасăр е пытармасăр, е пысăклатмасăр палăртсан, эпир, паянхи ăру, 20-мĕш ĕмĕрте туса хăварнă пурлăхпа йăпанса пурăнатпăр-ха... Асăннă кĕнекене вуласа тухрăм та шăпах çавăн пек шухăшсем тепĕр хут çирĕпленчĕç (çапла, тепĕр хут пĕтĕм халăхшăн пурлăх тăвасси тĕп тĕллев пулнă 20-мĕш ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ĕçленĕ хуçалăхсен, вĕсен ертÿçисен), ара, чăнах та çапла вĕт-ха: Пысăк Енккасси çумĕпе иртсе каятпăр та икĕ хутлă илемлĕ çуртсем çине ытарайми пăхатпăр. Вĕсене шăпах «айăплă» 1970-1980-мĕш çулсенче хăпатрнă вĕт. Халĕ вĕсенче ялта пурăнакансем – унччен «XXV партсьезд» ячĕллĕ совхозра ĕçленисем, тухтăрсемпе учительсем пурăнаççĕ. Çавăн пек ырлăхах Чулкас ялĕнчисене тивĕçнĕ: Н.Петров совхоз директорĕ пулса ĕçленĕ çулсенче кунта специалистсем тата социаллă сферăри ĕçченсем валли темиçе хваттер туса лартнă, Чулкас, Анаткас, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсене асфальтлă çул çитернĕ...

Кĕнекере çав çулсенчи хуçалăх пирки нумай ăшă сăмахсем каланă, уйрăмах ертÿçĕсем пирки ырă кăмăлпа çырса кăтартнă. Автор республика шайĕнчи ертÿçĕсем пирки, уйрăмах хамăр районтан тухнисем пирки каласа хăварнисем асра юлаççĕ. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Леонтьева асăнса «...çакăн пек пысăк объектсем тăвассинче пире КПСС обкомĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен Анатолий Михайлович Леонтьев секретарь нумай пулăшрĕ», – тесе çырнисем, паллах, кăмăллă, чуна çывăх.

Кĕнеке пысăках мар, 96 страницăран çеç тăрать. Çапах та çав вăхăтри 4 колхоз, 10 совхоз, 25 тĕрлĕ учрежденипе организаци, КПСС, ВЛКСМ, райĕçтăвком, халăх контролĕ, район хаçачĕпе типографи ĕçĕ-хĕлне кĕскен, анчах та курăнуллă çырса кăтартни паха, ăслăлăх енчен те çураçуллă пулса тухнă. Паллах, автор, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе юнашар пулнă ĕçтешĕсем пирки çырмасăр пултарайман:шел, ял хуçалăхĕн производствине аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнă чылай ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ ытла та ир татăлнă. Автор çаплах палăртать: вĕсем хăйсен кун-çулне тăван яла, тăван хуçалăха аталантарассине пачĕç... Хăй вăхăтĕнче пултаруллă организаторсем пулнă ĕçтешсем, сăмахран, К.Никитин, Н.Петров, Г.Эверсков, Ю.Соколов, Н.Дмитриева район пурнăçĕнче хастар та хавхалануллă пулнишĕн савăннине туятăн кĕнекене вуланăçемĕн. Автор вĕсемпе туслă тата ĕçлĕ çыхăну тытни те сисĕнет.

«Эпĕ районтан Шупашкара ĕçлеме куçни вăтăр çул ĕнтĕ, – палăртать В.Алексеев. – Нумай та мар пек, çапах та чĕрĕк ĕмĕр ытла вĕт... Кĕнекере çырса кăтартни – истори очеркĕ те мар, ăслăлăх ĕçĕ те мар. Эпĕ хам тăван Вăрмар районĕнче ĕçленĕ çулсем пирки, ĕçпе çывăх пулнă юлташсем тата ĕçтешсем пирки кĕскен каласа кăтартас терĕм. Никам пирки те усаллине, япăххине çырмарăм. Çын йăнăшма пултарать, анчах та пирĕн ÿсĕмрисем, аслăраххисем те, кĕçĕнреххисем те чи малтан хăйсем пирки мар, çын пирки, хуçалăх аталанăвĕ пирки шухăшланă. Çавăнпа мар-и-ха, И.Григорьев (Чупай), И.Михайлов ( Арапуç), С.Лукин (Кĕтеснер), Н.Григорьев (Вăрмар) ертÿçĕсем çинчен пирĕн тăрăхра ырă сăмах кăна çÿрет».

Вăрмар тавра пĕлÿçи çырнă тепĕр ĕç район кун-çулĕн ăслăлăх фондне кĕнишĕн епле-ха хĕпĕртемĕн. Иккĕленÿ çук: В.Алексеевăн «Это было недавно, это было давно» кĕнекине кашни вулавăшрах, кашни музейрех усă курĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика