АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Миçен юлăпăр?

03 августа 2010 г.

1989 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Совет Союзĕнче 1842300 ытларах чăваш пурăннă. 2002 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕ вара Раççейре 1637094 чăваш иккенне палăртрĕ. Çапла вара 13 çулта 136 пин ытла чăваш чакнă. Ку – Раççейре пурăнакан чăвашсен шучĕ кашни çул 10500 çын сахалланса пынине кăтартать. Чăваш Республикинче 906922-рен – 889268, Пушкăртстанра 118509 чăвашран 117317, Ульяновск облаçĕнче 115539-тан 111160, Тутарстанра 134221-рен 126532, Самар облаçĕнче 117914-ран 101358, Оренбург облаçĕнче 21454-ран 17211, Сарă ту облаçĕнче 20613-рен 15956, Кемĕр облаçĕнче 24372-рен 15480, Красноярск крайĕнче 26865-рен 16859 чăваш юлнă. Самар облаçĕнчи чăвашсен шучĕ пуринчен ытларах чакнă.

Хальхи вăхăтра кунти 101358 чăваш тăван чĕлхепе калаçать теме пулать-и-ха; Çук. Чăвашла пĕлмен чăваша чăваш теме юрать-и; 1989 çулта облаçри 117914 чăвашран 85507-шĕ кăна (72,5 процент) хăйĕн наци чĕлхине тăван чĕлхе вырăнне шутланă. 32393 çын вырăс чĕлхине тăван чĕлхе тесе кăтартнă. 2002 çулта вара 101358 чăвашран 56074-шĕ (55,3 процент) хăйĕн ашшĕ-амăшĕн чĕлхине тăван тесе йышăннă. Çапла вара облаçри чăвашсенчен çурри чăвашла пĕлмест. Ульяновск облаçĕнче 90 ытла шкулта, Тутарстанра вара 147 шкулта чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Самар облаçĕнче 72 чăваш шкулĕ шутланать тĕк – çурринчен те сахалтарах шкулта тăван чĕлхе урокĕсем çук. Пуррисенче те факультатив кăна.

Чăваш халăх писателĕ Хĕветĕр Уяр хăйĕн аса илĕвĕнче 1930-мĕш çулсем çинчен акă мĕн çырнă: «Вăл вăхăтра чăваш кĕнекисене тĕп лавккасенче туянма пулатчĕ. Самарта вак халăхсен клубĕ ĕçлетчĕ. Партин кĕпĕрне комитетĕнче чăваш секцийĕ пурччĕ. Похвиçнĕ, Исаклă, Чаллăпуç, Кушкă, Шунтал, Çĕркĕски (Сергиев) районĕсенче хаçатсем чăвашла тухса тăратчĕç. Чăваш хаçачĕсем ытларах вырăнти авторсен статйисене, сăввисене, çĕршыври тата вырăнти хыпарсене пичетлетчĕç. Каç пулсан вара ял урамĕнче чăваш юррисем шăранатчĕç, чăваш ялĕсенче юрă ушкăнĕсем, драмкружоксем ĕçлетчĕç.

Чăвашсен культура вучахĕсем Самарта кăна мар, Ульяновскра, Хусанта, Ĕпхÿре аванах «çунатчĕç», вырăнти чăвашсем валли хаçат-журнал, кĕнекесем чăвашла кăларатчĕç. Ачасем шкулта тăван чĕлхепе вĕрентетчĕç. Çемьере те чăваш чĕлхи тĕп вырăнта пулнă. Çавăнпа пĕрлех вырăс чĕлхине те вĕреннĕ. Мускавра та «Коммунар» хаçат тухса тăнă».

Хальхи вăхăтра вара облаçри чăваш ялĕсенчен нумайăшĕнче ачасем чăвашла калаçнине илтме çук. Хусанти «Сувар» хаçатсăр пуçне Пăвара «Ялав», Çĕпрелĕнче «Тăван ен», Аксура «Ял пурнăçĕ», Нурлатра «Туслăх» хаçатсем чăвашла тухса тăраççĕ. Ульяновск облаçĕпе Пушкăрт республикинче чăвашсем ытларах пурăнакан районсенче тăван чĕлхепе хаçатсем саланаççĕ. Самар облаçĕнче вара 7 районта чăвашла хаçат тухса тăнă. «Самар Ен» хаçат 1995 çулта аран кун çути курчĕ. «Чăваш шкулĕсемлĕ, чăвашла вулакан-çыраканлă Шунтал, Исаклă,Кушкă, Похвиçнĕ районĕсенче хаçат ĕçне хăй çине илекен пулмарĕ, хаçатсене чĕртсе тăратма хăюлăх тупăнмарĕ», – çырчĕ В.Станьял хăйĕн «Самар Ен» хаçат утăмĕсем» статйинче («Хыпар», 12.01. 2001).

Районсенче чăвашла тухса тăракан хаçатсене 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пĕтернĕ. Тутарсем вара Клевлĕре хăйсен хаçатне пĕтерме памарĕç. Халĕ вăл Хăмăшлăхра (Камышла) тухса тăрать. 1980-мĕш çулсенче кашни чăваш ялĕнчех «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсене нумай килте курма пулнă. Халĕ вĕсене облаçри чăваш ялĕсенче алла тытма çук, нумайăшĕ хаçат-журнал çырăнмасть.

Облаçри чăвашсем чăвашлăхшăн тăрăшмаççĕ мар. Самарта, Тольяттире, Шунтал, Çĕркĕски, Кушкă, Клевлĕ, Похвиçнĕ районĕсенче юрă-ташă, фольклор ушкăнĕсем, ансамбльсем пур. Шунтал районĕнчи «Улах» (ертÿçи Елена Артюкова) ансамбль Европăри нумай çĕршывра пулса курчĕ. Çавăн пекех Тольяттири Нина Измайлова ертсе пыракан ансамбль Грецире, Турцире пулчĕ, «Стÿххаль» чăваш халăх театрĕ (ертÿçи Е.Ижмуков) облаçри чăвашсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Облаçра çулсеренех Акатуй, фольклор, апат-çимĕç, ал ĕç куравĕсем, конкурссем, чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхи олимпиадисем ирттерни чăвашлăха упрас, тăван культурăна, чĕлхене, ырă йăласене чĕртсе тăратас енĕпе калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсене В.Давыдов йĕркелесе пырать. Вăл чăваш ялĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене кĕрттерес тесе ялсем тăрăх çÿрерĕ. Çапах та нумай шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ.

Юлашки çулсенче Пушкăртстанпа Тутарстан, Ульяновск облаçĕнчен нумай çыравçă тухрĕ. Самар тăрăхĕнчен вара пĕр писатель те çук. Облаçри чăвашсен шучĕ çак хăвăртлăхпа чакса пырсан..

Миçен юлăпăр-ши кăçалхи Çырав хыççăн?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика