03 августа 2010 г.
Çĕр ĕçченĕсем хĕвелпе пĕрлех ĕçе тытăнаççĕ тетпĕр эпир чылай чух, кăçал вара пурлă-çуклă тĕш тырăна пухса кĕртес тесен уйăх çутипе ытларах ĕçлеме тивет.
«Шигали» хуçалăра вăй хуракансем те каçхи сулхăнпа уй-хире васкаççĕ. Эпĕ вĕсен хуçалăхне пынă кун паркра комбайнсем ларатчĕç. Ирхине 3 сехетчен тырă вырнă пулин те комбайнерĕсем ĕçе вăхăтпах тухнă, техники йĕри -тавра çÿретчĕç. Уя тухиччен хăш-пĕр кăлтăксене юсаса пăхса ярас теççĕ пулмалла. Шăрăхпа тарăхса çитнĕ пулин те кăмăлĕсем çав-çавах уçă, шÿтлеççĕ. 4 комбайнпа тырă выраççĕ Шăхальсем: - «Енисей-1200» - иккĕ, тепри «Дон-1500», «СК-Нива». Н.Долговпа Н.Матвеев, Г.Иваншкинпа В.Поршев, Артем Ульяновпа В.Петров, Алексей Ульяновпа А.Федоров ывăнма пĕлмесĕр пурлă-çуклă тырра вырса илессишĕн тăрăшаççĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Тапинов пĕлтернĕ тăрăх, тухăçĕ те нумаях тухмасть, пĕр гектар пуçне шутласан 5-6 центнер кăна. «Пĕлтĕр кĕркунне кĕрхи культурăсене самаях пысăклатнăччĕ. Хуçалăхра 1000 гектар çинче акса-туса илетпĕр, çав шутран сивĕ çанталăка пула та чылайăшĕ хĕл каçаймарĕ, ăна тепĕр хут çурхи культурăсем акма тиврĕ. Халĕ вара шăрăх тепĕр майлă килсе çапрĕ, акса хăварнисен пучахĕсем тунарах типсе ларчĕç. Çапла вара 725 гектарĕ çилпе вĕçсе кайнă пекех пулчĕ, списать тума тиврĕ, вырмалли 275 гектар çинче юлчĕ, çав шутра 50 гектар урпа, 90 - сĕлĕ, ытти гектарсем çинче тулă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çакăн пек шăрăха пула пĕтни ял хуçалăх производствинче кăçал палăртнă чикĕсене пурнăçлама пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Çапах та иртнĕ çулсенчи саппас кăçалхи тăкака кăштах та пулин саплаштарма май парĕ. Хальхи вăхăтра кĕркунне акса хăварма пĕлтĕрхи вăрлăхлăх тырăна тепĕр хут алласа тирпейлеме пуçланă-ха, шăтаслăхне тĕрĕслеттермелле. Йывăр, йывăр тенипе йывăрлăха çĕнтерме май çуккине лайăх ăнланатпăр, пур коллективпа пĕрле малашлăх çинчен шухăшлатпăр, уншăн тăрăшатпăр», - тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ. Унăн калаçăвĕпе складсен заведующийĕ Н.Ивановапа йĕтем заведующийĕ Ю.Яковлева те килĕшеççĕ. Вĕсемпе калаçнă май халăха ытларах кăçал мĕнлерех хĕл каçасси пăшăрхантарни палăрчĕ. «Ял хуçалăх министрĕ халĕ ЧР Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтернĕ М.Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, республикăн тырă саппасĕ пысăк-ха, пулăшасса шанатпăр, хамăр та алă усса лармастпăр. Паянхи кунпа пурăнса ыранхи çинчен шухăшлатпăрах, темле пулсан та йывăрлăхран тухма çул-йĕр тупатпăрах,– теççĕ çĕр ĕçченĕсем. Нихăçан та çăмăл пулман ял пурнăçĕ, халĕ те çавах, анчах та çыннисем пуçĕсене усмаççĕ. Çакă йĕтемре ĕçлекен Н.Софронов, В.Тарасов, В.Григорьев, Т.Туйми, С.Чернова рабочисен тата Н.Ивановпа, Ю.Данилов механизаторсен кăмăл-туйăмĕнчен те палăрчĕ. Йĕтемре тырă алласа кĕртессине ытларах механизациленĕ, кнопкăсене кăна пусса тăраççĕ. О.Александровпа В.Скворцов, М.Тапинов водительсем комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăраççĕ. Вырнă хыççăн улăмне МТЗ-82 тракторпа преслакан агрегат кăкарса Г.Николаев механизатор рулонсем туса пырать. Ăна вара ферма çывăхне турттарса купаласа пыраççĕ, халăха та валеçеççĕ. Шăхальсем выльăх-чĕрлĕх йышне темле пулсан та чакарас мар тесе тăрăшаççĕ.
Ĕççи вăхăтĕнче кунта вăй хуракансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. С.Софроновапа Г. Александрова поварсем пĕçерекен апачĕ вара яланах тутлине палăртаççĕ рабочисем. Тăван çĕр яланах ĕçлеме пулăшать. Яваплăха туйса, çĕре юратса ĕçлекенсем ытларах пулсан кĕлетсенчи пÿлмесем яланах тулли пулĕç.