30 июля 2010 г.
Вĕсенчен пĕри - Вăрмар станцийĕн начальникĕ Любовь Николаевна Доронина. Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумне вĕренсе пĕтерсен Л.Доронина хăйĕн юратнă профессийĕпе ĕçлеме пуçлать. 1973 çултанпах вăл хăйĕн пурнăçне чукун çул ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1990 çултанпа Вăрмар станцин начальникĕ пулса вăй хурать. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн 1992 çулта «РФ Чукун çулĕн хисеплĕ ĕçченĕ» знака тивĕçнĕ пултаруллă пуçлăх. 2008 çулта ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята параççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, чун туртнă профессинчен уйрăлаймасть вăл. Кунтах ун çамрăклăхĕ, ĕçлĕ вăхăта килнĕ çулĕсем те иртнĕ. Паян та Любовь Николаевна хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçласа пырать, пĕрле тăрăшса вăй хуракансем умĕнче те сумлă хисепре. Вăрмар поселокĕнче чукун çул вокзалĕ уçăлнине вара Л.Доронина пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа танлаштарать. ЧР Президенчĕ Н.Федоров чукун çул вокзалне уçнă вăхăтра чукун çул транспорчĕн ĕçне пысăк хак пачĕ, ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунисене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕ. Çак чаплă лару-тăрура Л.Доронина та хаклă парнене тивĕçрĕ. Туслă коллективра ĕç ăнать. Чукун çулăн мастерне В.Ефремова, çыхăну енĕпе ĕçлекен В.Иванов механика, сигнализаци дистанцийĕн аслă электромеханикне Н.Дмитриева, билетсем сутакан Т.Егорова кассира уйрăмах тăрăшса вăй хунине палăртать, çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунать Любовь Николаевна. Эппин чукун çул транспорчĕ малашне те пĕр кăлтăксăр çÿрессе шанас килет.