АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăпа та, ĕçпе те пиçĕхнĕ ветеран

27 июля 2010 г.

Вăрçăпа та, ĕçпе те пиçĕхнĕ ветеран

Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕшĕн Сергей Ефремович Герасимовшăн 2010 çул икĕ пысăк паллă пулăмпа асра юлĕ: февралĕн 26-мĕшĕнче вăл хăйĕн 90 çулне паллă турĕ, майăн 9-мĕшĕ вара уншăн сăваплăран сăваплă уява - Аслă Çĕнтерĕве - 65 çул çитрĕ.

1935 çулта ялти шкулта 7 класс пĕтернĕскер 3 çул хушши «Маяк» колхозра колхозник, каярах, Канаш районĕнчи Янкăлч разъездĕнче механизаци шкулне пĕтерсен, комбайнер пулăшуçи, механизатор пулса вăй хунă. 1940 çулта салтак ячĕ тухсан Батуми хулинче хĕсметре тăнă. Çавăнтах хаяр вăрçă тухнă хыпара илтнĕ. 1942 çулхи çуркуннеччен вăл зенитчик пулнă. Анчах фашистсем Хĕвелтухăçнеллех шунă, Сергей Ефремовичăн часах тăшман самолечĕсенчен тÿпене кăна мар, çĕр çийĕн шăвакан броне техникăна хирĕç те çапăçăва кĕме тивнĕ - ăна артиллерин гаубицăсен полкне куçарнă. Маттур чăваш каччине асăрханă, чи яваплă çĕре - разведчиксен отрячĕн командирĕ пулма – янă. Çулталăк çурăра çар заданине пурнăçласа тăшман тылне миçе хут кайма тивмен-ши? Анчах салтак хăйĕн шăпипе хуçа мар. 1943 çулхи сентябрьтен пуçласа мĕн вăрçă вĕçленичченех вăл уйрăм стрелковăй бригадăра артиллери наводчикĕ пулать.

Çынсем çĕнтерÿпе киле таврăннă, Сергей Ефремовичăн вара тепĕр çул салтак пăтти çиме тивнĕ - нумай опытлă çамрăк салтаксене çар командованийĕ киле яма васкаман-ха. Килтен тухса кайнăранпа 6 çул çитсен кăна вăл Кавала таврăннă.

Мирлĕ пурнăç, колхоз ĕçĕ. 1950 çулччен вăл комбайнер пулса тăрăшнă, 1951 çултан пуçласа 22 çул хушши уй-хир бригадине ертсе пынă. Унтан 1980 çулта пенсие тухиччен çул-йĕр бригадин бригадирĕнче, пушар хуралĕнче ĕçленĕ. 80-мĕш çулсен вĕçĕччен Кавал вăрманĕнче «Орленок» пионер лагерĕ пурччĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан 8 çул хушши вăл унта хуралçă пулнă. Каярах Çĕрпĕве куçсан та ĕçлеме пăрахмасть ветеран - «Звездный» кану лагерĕнче хуралта тăрать. 73 çулта кăна вăрçăра та, ĕçре те пиçĕхнĕ ветеран канма шутлать. Халĕ вăл Çĕрпÿ хулинче пурăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика