АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Романтикăпа» «Ромашка» айăпа кĕнĕ

27 июля 2010 г.

Кашни организацин, предприятин хăйĕн ĕçне пурнăçлама ирĕк паракан лицензи пур. Çапах та ăна палăртнă вăхăт иртсен тăсмалла, унсăрăн унăн пĕлтерĕшĕ пĕтет. Çак йĕркене ятарлă законодательство тĕрĕслесе тăрать.

Вăрмар район прокуратури районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çак законодательствăна епле пурăнçланине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вара Вăрмар поселокĕнчи«Ромашка» 4-мĕш номерлĕ ача сачĕн тата ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» кану лагерĕн лицензийĕсем срокран тухнине палăртнă.

Çак вĕрентÿ организацийĕсен руководителĕсем Раççей Федерацийĕн «Вĕрентÿ çинчен» Саккунне пăснă. Ача сачĕн заведующине хирĕç йĕркене пăснăшăн административлă ĕç пуçарнă. Миравай судьян постановленийĕпе килĕшÿллĕн ăна 1000 тенкĕ административлă штраф тÿлемелле тунă.

Ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Романтика» лагерьте С.Максимов директор ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ. Ăна çак должноçе РФ «Вĕрентÿ çинчен» Саккунĕн хăш-пĕр йĕркисене малтанах пăснине пăхмасăрах çирĕплетнĕ. Вăрмар район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн лагерь начальникĕ пулма В.Егорова çирĕплетнĕ пулнă, анчах та ăна райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн приказĕпе ĕçе килменнине пула çак тивĕçрен хăтарнă. С.Максимова директор ĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ чухне унăн ĕç договорĕ çумне хушма килĕшÿ туман.

Кун пек чухне С.Максимов айăпланакан шутне кĕмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика