27 июля 2010 г.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн август уйăхĕн вĕçĕнче полномочийĕсем вĕçленнĕ май РФ Президенчĕ Д.Медведев ЧР Патшалăх Канашне ЧР Президенчĕ пулма М.Игнатьева сĕннине пурте пĕлетпĕр. Президент полномочине парас тесен малалла мĕн тумалла; Çак ыйтăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн йĕркелÿпе право управленийĕ ăнлантарса парать:
– Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Чăваш ен Президенчĕ пулма сĕннĕ кандидатурăна 10 кунра пăхса тухать. Президент должноçне йышăнакан кандидат çак ыйтăва пăхса тухнă чухне Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăнать.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерессине вăрттăн сасăласа йышăнать. Сасăличчен Президент кандидатне ыйтусем пама пултараççĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерессине татса панине, çакăншăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсенчен çурри ытла сасăласан, йышăнупа çирĕплетеççĕ. Енчен те Раççей Федерацийĕн гражданинне Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕпе тивĕçтерес ыйтăва ĕçлекен Президент полномочийĕ вĕçлениччен татса парсан – Çĕнĕ Президент должноçа малтанхи Президентăн полномочи вăхăчĕ тухсан е вăл полномочине палăртнă вăхăтчен вĕçлесен йышăнать.
Чăваш Ен Президенчĕ тупа тунă хыççăн ĕçе пуçăнать. Чăваш Республикин Президенчĕ должноçа кĕнине Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе çирĕплетет, вăл официаллă пичетленсен вăя кĕрет.