27 июля 2010 г.
Шăрăх çанталăк ял хуçалăх ĕçченĕсем умне питех те нумай çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ: мĕнле пурăнать-ха ял çынни, ăна мĕн канăçсăрлантарать, выльăх-чĕрлĕхе еплерех хĕл каçарас тет, элеваторсем тĕш тырăна мĕн хакпа туянаççĕ, тăкак сахалтарах пултăр тесе ĕçе йĕркелесси тата укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курмалли те хресчене пăшăрхантарать тата ытти те.
Çак ыйтусене сÿтсе яврĕç те ĕнтĕ иртнĕ эрне кун пирĕн районта иртнĕ агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ертсе пычĕ. Унта Правительство комиссийĕн тата коллеги членĕсем, район администрацийĕн заместителĕсемпе пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем тата ытти чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç.
- Паянхи тĕллев - выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси. Ăна пурнăçлас тесен выльăх апачĕ хатĕрлеме çине тăрсах тăрăшмалла, сутăн илмелле, çав шутра республика тулашĕнчен туянассине те йĕркелемелле. Ăслă-тăнлă, пуçаруллă ертÿçĕсем ĕçлекен вырăнсенче çĕр те пулăхлă, тăкак та пĕчĕк. Паллах, çут çанталăкран та нумай килет - пирĕнтен те, - терĕ Михаил Васильевич ларăва ертсе пынă май.
Çут çанталăк кÿрекен тип шар ыйтăвĕсенчен ăнăçлă тухма май шырамаллине, хальхи вăхăтра ĕççи вăхăчĕ еплерех пынипе тата выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлес ыйтупа ЧР Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Павлов тухса каларĕ. Унăн доклачĕ тăрăх В.Тихонов - Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин руководителĕ, А.Коршунов - «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн заместителĕ, Н.Васильев - Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» предприятин директорĕ, «Чăвашагролизинг» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ И.Прусаков, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ А.Борисов, Ю.Петров - Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ, Н.Коробков - Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ, И.Письменская - «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Чăваш Республикинчи регионсен филиалĕн директорĕ тухса калаçрĕç. Пурте вĕсем хальхи йывăр лару-тăру вăхăтĕнчи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
2010 çулхи тĕш тыррăн малтанлăха палăртнă чи пĕчĕк хакĕпе Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Енилина паллаштарчĕ. Аграри рынокĕн конъюнктури Институтĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне Раççейĕн Европа пайĕнче 3 класлă пĕр тонна тулă хакĕ 3900 тенкĕрен пуçласа 5200 тенкĕ таран пулĕ (НДСа шута илсе). Раççейри Ял хуçалăх министрĕн кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче кăларнă Хушăвĕпе хаксем кăштах урăхларах пулмаллине палăртрĕ, çав шутра Атăлçи Федераци округĕнче те. Апат-çимĕç хатĕрлемелли 3 класлă туллăн пĕр тоннин хакĕ 4200 тенкĕ, 4 класлин - 3600, «А» ушкăна кĕрекен ырашăн пĕр тоннин хакĕ 2900 тенкĕпе танлашĕ. Тĕш тырăрăн продукци туса кăларакан предприятисене тĕш тырăна сутăн илме пĕр çуллăха кредит парса пулăшасси çинчен те чарăнса тăчĕ вăл.
Ларура республикăри агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене патшалăх наградисем памалли материалсене пăхса тухса ырларĕç. Çавăн пекех агропромышленность комплексне аталантарас çĕрте тивĕçлипе вăй хунисене наградăларĕç, вĕсен хушшинче пирĕн районти «Г.Ямуков», «В.Иванов» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене - Г.Ямуковпа В.Иванова çĕр ĕçĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕсене парса чысларĕç. Ял хуçалăх министерствин пирĕн районта кредит парас енĕпе ĕçлекен пайĕнчи тĕп специалист-эксперт В. Ефремова Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Юлашкинчен ларăва хутшăннисем «Арабоси» агрофирмăра пулса вырма ĕçĕсемпе паллашрĕç, унтан «Г.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхне çитсе курчĕç, хальхи вăхăтра шыв шăварса тăнипе çĕр улми еплерех çитĕннипе интересленчĕç. «Мĕн манăçа тухни - пурте çĕнĕлĕх»,- тенĕ пек Кĕлкешсем те, малтанхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене шăварса тăнă пекех, çĕр улми анине халĕ шыв сапса тăраççĕ. Ку çĕнĕлĕх мар пулин те пурне те кăсăклантарчĕ.
Темле пулсан та паянхи йывăрлăхран харпăр хăйне кăна шанса ăнăçлă тухмаллине палăртрĕ ĕçлĕ ушкăн.