27 июля 2010 г.
«Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра хĕрÿ ĕç шавĕ кĕрлет, вĕсем хĕвел çунтарнă вăхăтра сулхăнра лармаççĕ, уйра хĕвĕшеççĕ.
Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 747 гектар акса хăварнă, çав шутран 290 гектарĕ - тулă, 305 гектар çинче урпа, 152 гектар - вика. Ытлашши хĕвел хĕртнине пула 150 гектар çинчи тулă, урпа - 147, вика вара лаптăкĕпех - типсе ĕннĕ. Халĕ вĕсен 298 гектар çинчи тĕш тырăна пухса кĕртмелле, 120 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Тухăçĕ вара - калама та чĕлхе çавăрăнмасть теççĕ кун пек чухне - малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне шутласан 7 центнер тухса пырать. Мĕн тăвăн – çут çанталăк хăй хуçа.
«Темле пулсан та тĕш тырăна пĕр çухатусăр пухса кĕртсе, мĕн пуррине перекетлĕ тытмалла. Улăмне те пуçтарса пырса халăха тивĕçтерсе выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасчĕ», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хуçалăхри çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра. Сăмах май каласан, Константин Владимирович районта вырма ĕçĕ еплерех пулса пынипе интересленсех тăрать, кашни хуçалăхах çитсе курма тăрăшать.