АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавтапуç, вĕрентекенĕм

23 июля 2010 г.

Тавтапуç, вĕрентекенĕм

Вăл кăтартрĕ

Чăн сăмахăн хăватне,

Ырă ăнтăлу çуратрĕ

Чĕремре ача чухне

В.Урташ.

Мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук:агроном, летчик, çăкăр пĕçекрекен, сутуçă, çĕр сухалакан, строитель, сăвăç, тухтăр... Пурнăç çулĕ çинче вара эпир вĕрентекен пулăшăвĕсĕр тухаймастпăр. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк.

Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекене ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне, сăнарлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухать. 30 çула яхăн Кĕтеснерти тĕп шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине юратма, унăн илемне туйма вĕрентет ăста та пултаруллă педагог – Надежда Николаевна Владимирова. Унра йăлт пур – тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе савăклăх,ырă кăмăлпа тараватлăх, çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та. Ачасен вĕренес кăмăлне çĕклет, ырă туйăмĕсене вăратать, вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Хальхи вăхăтра Надежда Николаевна директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк яваплăха туйса пурнăçлать.

Хисеплĕ вĕрентекенĕме, ĕçтешĕме Учитель çулталăкĕпе тата çывхарса килекен сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ачасен чĕрисенчи пĕлÿ çулăмне вăйлăрах аталантарма çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿпе тату, юратнă ĕçре ÿсĕмсем, кунсерен ăнăçупа телей сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика