23 июля 2010 г.
Учитель... Вĕрентекен...çĕр çинчи чи сумлă, шутлă професси, мĕншĕн тесен вĕренмесĕр, вĕрентмесĕр чи кирлĕ нимĕнле профессие те алла илесси пулмасть. Вĕренмесĕр нимĕнле ĕçе те тытса тума май çук. Çак енчен шутласа илсен вĕрентекен, учитель профессийĕ чи кирли пек туйăнать.
Çак чи кирлĕ профессие алла илме ĕмĕтленнĕ те ĕнтĕ Шăхаль каччи, Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори вĕрентекен Николай Анатольевич Тимофеев.
Николай Анатольевич мĕн пĕчĕкрен истори тата географи предмечĕсене уйрăмах юратнă, аслă классенче вĕреннĕ чухне çак предметсемпе районта ирттернĕ олимпиадăсене çулсерен хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ каччă тĕп хулари Чăваш патшалăх педагогика университетне истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăнăçлă вĕренсе тухса 2003-мĕш çулта алла диплом илсен Николай Анатольевича хамăр районти Энтрияль шкулне яраççĕ, анчах тăван тавралăх хăй патнеллех туртать, унта «хĕвелĕ те çутăрах, тĕтĕмĕ те пылак». 2004-мĕш çултанпа вăл Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта истори тата общество предмечĕсене вĕрентет. Пултаруллă каччăна ĕçлеме пынă çулах класс ертÿçи пулма çирĕплетеççĕ. Малтан йышăннă класс иртнĕ çул алла аттестат илсе кайнă хыççăн Николай Анатольевича 5-мĕш класс ачисене шанса параççĕ. Кашни ачан характерĕ тĕрлĕрен пулсан та вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, килĕштерме пĕлет. Кунта ăна, паллах, ачасемпе ĕçлемелли методикăна пĕлни нумай пулăшать. Хăй предметне чунтан юратакан вĕрентекен олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнмасăр юлмасть.
2009-2010 вĕренÿ çулĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнине халалласа районта ирттернĕ конференцинче 8-мĕш класра вĕренекен Е.Васильевăпа Е.Кабакова 2-мĕш вырăн йышăннă, 6-мĕш класра вĕренекен Д.Васильев та историпе ирттернĕ олимпиадăра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿсем, паллах, вĕрентекен ĕçне, унăн тавра курăмне кăтартакан паллăсем.
Вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентекен хăй те яланах вĕренет, çĕннине шырать. «Хăй вĕренме пăрахсан вĕрентекен «учитель» пулма пăрахать», – тесе калаççĕ. Николай Анатольевич хăй ĕçĕнче тĕрлĕрен çĕнĕ технологисемпе тата методикăсемпе анлă усă курма тăрăшать. Вĕрентÿ ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕ – предмета лайăх пĕлнисĕр пуçне ачасем пурнăç мĕнне пĕлсе ÿсчĕр тесе тăрăшни. Спортпа та питĕ туслă çамрăк вĕрентекен. Районта, шкулта ирттерекен пĕр спорт ăмăртăвĕ те Николай Анатольевич хутшăнмасăр иртмест. Волейболла выляса Тикаш шкулĕн команди 1-мĕш вырăна тухма пултарнинче унăн тÿпи те пур.
Николай Анатольевич яланах шыравра. Пурнăçри çĕнĕлĕхсенчен айккинче юлма юратмасть вăл. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче район шайĕнче ирттернĕ «Чи лайх класс ертÿçи» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче «Çулталăк учителĕ» конкурса хутшăнса «Творческий конек» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тĕп ĕçсĕр пуçне вĕрентекен обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать, вĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырать. Николай Анатольевич – шкулти профсоюзсен пуçламăш организацийĕн председателĕ. Профсоюз членĕсемшĕн, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшасси хăйĕн тивĕçĕ пулнине чунтанах туйса пырать яланах шыракан вĕрентекен.