23 июля 2010 г.
Чăвашстат Интернетра хăйĕн блогне («Живой журнал», http:/chuvashstat. livejournal. com/) уçрĕ. Ку вăл кампанин 2010 çулхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри перепиçе хатĕрленме кирлĕ «чĕрĕ сасси».
Блог ĕçĕнче перепиçе мĕнле хатĕрленни çинчен, унпа çыхăннă мероприятисемпе акцисем çинчен халăха вăхăтра пĕлтерсе тăрассине тĕп вырăна хурĕç. Çавăн пекех унта çĕршывра тата тĕнчере ирттернĕ перепиçсен историйĕсем çинчен нумай интереслине каласа пама, кирек мĕнле ыйту çине те хуравлама май пулĕ. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри перепиç – пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти, вăл пирĕн республикăри тата пĕтĕм çĕршыври кашни гражданина пырса тивет.
Эпир пирĕн журналта йĕркеллĕ те интереслĕ калаçу пуласса шанатпăр. Çавăнпа та асăннă темăпа ыйтусем парăр, хăвăрăн шухăшăрсене пĕлтерĕр, çĕнĕ идейăсемпе паллаштарăр.
Эпир туссене калаçăва чĕнетпĕр!