АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравра пирĕнтен мĕн пирки ыйтĕç?

23 июля 2010 г.

Кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕнче хваттере е киле пынă çыравçă мĕн ыйтса пĕлет-ха?

Эсир Раççейре яланлăх пурăнатăр – çыравçă сирĕн ятпа Л тата П формăллă хутсене çырать. Пĕрремĕшĕнче – граждансен арлăхпа, çемьеллĕ пурнăçĕпе, ÿсĕмĕпе, хăçан тата ăçта çуралнипе, гражданлăхĕпе, нацилĕхĕпе, чĕлхесене пĕлнипе, вĕренĕвĕпе, миçе ача çитĕнтернипе, пурнăçа тытса пымалли çăл куçпа, ĕçлевпе, ĕçсĕрлĕхпе, миграципе çыхăннă ыйтусем. Вĕсем – 25.

Иккĕмĕшĕ (П форма) пурăнмалли условисене пырса тивет.

Пирĕн çĕршыва вăхăтлăх кăна килнисем (12 уйăхчен) валли В формăллине çирĕплетнĕ. Унăн ыйтăвĕсем кĕске, анкета çичĕ пунктран кăна тăрать. Çакă интереслĕ: пирĕн пата ăçтан килеççĕ, ялан пурăнакан вырăнĕ хăш патшалăхра, кунта мĕн тĕллевпе çитнĕ?

Пĕтĕмĕшле илес пулсан çыравçă сирĕнпе 15 минута яхăн хутшăнать. Эсир ăна нимĕнле документ та кăтартмастăр.

Çакна асра тытмалла:çырав нацин пĕтĕмĕшле сăн ÿкерчĕкне сăнлать. Çавна май ăна йĕркелекенсене уйрăм çын мар, пĕтĕм йыш, статистикăн çĕршывра, регионта, хула-ялта пухса пĕрлештернĕ кăтартăвĕсем интереслентереççĕ. Çак хваттерте вăл е ку халăх çынни пурăнни, унăн тупăшĕн çăл куçĕ (мĕн чухлĕ пирки никам та тĕпчемест) çинчен пĕлме май килмĕ.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн ыйтăвĕсем ун умĕнхипе танлаштарсан мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

Мăшăрланупа çыхăннă ыйтăва «официаллă уйрăлнă» тата «уйрăлса кайнă» ăнлавсене пайланă. Аслă пĕлÿ шайне та вăйра тăракан саккун тăрăх уçăмлатнă – ăслăлăх степенĕн, бакалавр е магистр дипломĕ пуррипе çыхăннă ыйту кĕртнĕ.

Пурнăçа тытса пымалли тĕп çăл куç (енчен те вĕсем пĕрре кăна мар тăк), иккĕмĕш ĕç вырăнĕ пирки хуравлама тивет. Миграци лару-тăрăвне тĕрĕс палăртма çулталăк каялла яланлăх пурăннă унчченхи вырăн пирки (çав çĕртен çулталăк каялла килнисенчен) ыйтаççĕ. Хĕрарăмсен пĕрремĕш ачана хăçан çуратнине пĕлтермелле пулать. Çĕршывра япăх илтекенсем тата начар куракансем йышлине шута илсе «чĕлхе пĕлни» пая «алăпа калаçма хăнăхни» пункт кĕртнĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă» çырав хутне илес тĕк унта телекоммуникаци тытăмĕн пулăшăвне (интернетпа, телекурав çыхăнăвĕпе усă курнине) тата пурнăçăн санитарипе гигиена условийĕсене пырса тивекен ыйтусем те пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика